Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Çĕр-шывăн ăс-хакăл вăй-хăватне çамрăксен аталантармалла» ятпа Раççейри çамрăк библотекарьсен IV форумĕ уçăлнă

Паян Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Çĕр-шывăн ăс-хакăл вăй-хăватне çамрăксен аталантармалла» ятпа Раççейри çамрăк библотекарьсен IV форумĕ уçăлнă. Çавна май унта хутшăнма хăнасем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ. Вăл халиччен Мускав, Омск, Саратов хулисенче иртнĕ. Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев форума хутшăнакансене ăшшăн саламланă: «Эсир - ăс-хакăл анинчи ăстаçăсем – халăха информацин пысăк тата илемлĕ тĕнчипе паллаштаратăр. Çынсене кĕнекесенче упранакан пархатарлă мулпа усă курма вĕрентетĕр, кашнин чун-чĕринех пултарулăхпа ырă туйăм тĕшшине хывса хăваратăр, историе тата халăх йăли-йĕркине юратма, культурăпа, искусствăпа кăсăкланма вĕрентетĕр. Сире усăллă дискуссисем, хăвăршăн тĕлĕнтермĕш çĕнĕлĕхсем тупма, пултарулăхăра хастарлăн аталантарма тата пĕтĕм ыррине сунатăп!», - тесе çырнă хăйĕн саламĕнче Президент. Раççейри çамрăк библиотекрьсен IV форумне Чăваш Республикин Наци библиотекине никĕсленĕренпе 140 çул çитнине халалланă. Форум авăн уйăхĕн 22-мĕшĕччен ĕçлет. Унăн ĕçне тĕрлĕ тытăмри библиотекăсен 180 ытла ĕçченĕ, культура институчĕпе ытти аслă шкулсенчи çамрăк преподовательсем, студентсем тата ыттисем те хутшăнĕç.

 



21 сентября 2011
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter