Вăрнар районĕ: Праски Виттин ĕçĕсен пÿлĕмĕ уçăлчĕ

 Юбилей кунĕ умĕн, Шупашкарти Чăваш патшалăх художество музейĕнче Праски Витти хăйĕн ĕçĕсен куравне уçнă. Унта Вăрнар район делегацийĕ те хутшăннă. Чăваш Республикин культура министрĕ Роза Лизакова Праски Виттин творчестви ÿнер тĕнчинче уйрăм вырăн йышăннине, хăйне евĕрлĕхпе, тарăн философипе уйрăлса тăнине палăртнă, ăна республика Президенчĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Праски Виттин 75 çулхи юбилейне халалласа ĕнер Вăрнарта та – поселенисем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче – чаплă курав уçăлчĕ. Тĕрĕссипе, «Йăх-несĕлĕмĕрсен вăйă карти» курав районти историпе краеведени музейĕн директорĕн Елена Шарипован пуçарăвĕпе çуралнă. Вăл тахçанах районта паллă ентешĕмĕрĕн ĕçĕсен пÿлĕмне йĕркелеме, унăн пултарулăхĕпе район çыннисене туллинрех паллаштарма ĕмĕтленнĕ. Районти культура çурчĕн унччен çамрăксене мăшăрлантарнă пÿлĕмĕнче вырăн тупнă экспозицисем шкул ачисемшĕн, пирĕн тăрăха килекен хăнасемшĕн питĕ кăсăклă пулма тивĕç. Курава художникăн ĕçĕсен шухăшĕпе йĕркеленĕ, ăна ÿкерчĕксенчи пек пурнăç кустăрмине кăтартакан элементсемпе пуянлатнă. Шкул ачисен ÿкерчĕкĕсем те вырăн тупнă кунта. Хăшĕсенче Праски Виттин ÿкерес мелĕсемпе усă курни сисĕнет. Ÿнерçĕн хăйĕн уйрăм стиль. Тĕрĕссипе, пĕрре пăхсан вăл мĕн калас тенине ăнланма йывăртарах. Ÿкерчĕксем тарăн шухăша яраççĕ, сÿтсе явма хистеççĕ. Вĕсем çĕршер çул каяллахи пурнăçа, йăх-несĕлĕмĕрсен тĕнĕ, легендисем патне тавăраççĕ, хамăр пурнăç çине философилле куçпа пăхма сĕнеççĕ. Вĕсем иртнипе пуласлăха тачă çыхăнтараççĕ. Чăваш наци культуришĕн кулянни-пăшăрханни, унăн аталанăвĕпе çитĕнĕвĕшĕн мăнаçланни палăрать вĕсенче. Çын пурнăçĕ кустăрма евĕр çаврăнать – акă мĕн калаççĕ унăн ÿкерчĕкĕсем. Пĕрремĕш куравçăсем районти культура çурчĕсенче ĕçлекенсем пулчĕç. Экспозицисемпе тимлесе паллашрĕç. Елена Ивановнан ĕмĕт-пуçарăвĕ çав тери пархатарлă – çак пÿлĕм районăн культура пуянлăхĕ шутланма тивĕç. Вăл ÿкерчĕксемпе те пуянланĕ-ха. Халĕ вара унпа кашниех çулталăк тăршшĕпех паллашма пултарать.

"Çĕнтерÿ çулĕ" хаçатран 



21 сентября 2011
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter