Элĕк районĕ: шкулсен хăйсен сайчĕсем пур

 Элĕк районĕнче «Вĕрентÿ» наци проектне тĕллевлĕ пурнăçа кĕртеççĕ. 13 шкулта çитĕнекен ăрăва 214 педагог пĕлÿ парать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче парта хушшине 2245 ача ларнă, çав шутра пĕрремĕш класа 204 ача каять. Никĕс шкулсене ачасене 72 ялтан 14 шкул автобусĕпе виçĕ «Газель» микроавтобус илсе çÿреççĕ, профиль пĕлĕвĕ парассине йĕркеленĕ. Шкулсене пурне те çут çанталăк газĕпе ăшăтаççĕ. Республикăра 9,4 вĕренекене 1 компьютер тивĕçет пулсан, Элĕк районĕнче – 6,4 ачана 1 компьютер. Вĕренÿ учрежденийĕсен хăйсен сайчĕсем, 44 мультимедиа проекторĕпе 9 интерактивлă доска пур. Вĕсем вĕренÿ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме çул уçса параççĕ. ППЭ кăтартăвĕсем çулсерен лайăхланса пыраççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр вырăс чĕлхипе вăтамран 59,8 балл пулнă, кăçал – 64,2. Элĕкри тата Тавăтри вăтам шкулсем миллионер-шкулсен йышне кĕнĕ, 4 педагог Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнĕ.

"Пурнăç çулĕпе" хаçатран



21 сентября 2011
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter