Шупашкар çамрăк библиотекарьсене йышăнчĕ

Ĕнер Шупашкарта Раççейри çамрăк библиотекарьсен IV форумĕ уçăлчĕ. Вăл виçĕ куна пырĕ. Форум йĕркелÿçисем - Раççей Культура, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствисем, Раççей патшалăх çамрăксен тата Чăваш Республикин Наци библиотекисем, ыттисем.

Çĕр-шыври çамрăк библиотекарьсем хăйсен пĕрремĕш форумне 2006 çулта Мускавра пуçтарăннă. Каярах вĕсене Омск, Саратов хулисем йышăннă. Кăçал хăнасем Шупашкара килсе çитрĕç. Мĕншĕн шăпах Чăваш Ен тĕп хули тивĕçнĕ-ха çак чыса? Сăлтавĕсем пурах. Хальхи вăхăтра республикăра 500 ытла тĕслĕх вулавăш ĕçлет. Вĕсенчен чылайăшĕ - инноваци проекчĕсен пуçаруçи. 2009 çулта Наци библиотекинче Чăваш Республикинчи çамрăк библиотекарьсен канашĕ чăмăртаннă. Чăваш Енре çавăн пекех асăннă тытăм валли кадрсем хатĕрлемелли майсем çителĕклĕ.

Раççейĕн 26 регионĕнчен килсе çитнĕ 200 ытла çын «ХХ ĕмĕрти çамрăксен интеллект вăй-хăвачĕ» ыйтупа йĕркеленĕ пленарлă занятие хутшăнчĕ ĕнтĕ. Вулавăш ĕçĕн çамрăк лидерĕсене Раççей культура министрĕ Александр Авдеев саламланă. Çырура вăл форум çамрăк специалистсене хальхи вăхăтри технологисене алла илес енĕпе пĕлÿпе ăсталăх кăтартма, хăйсен шухăш-ĕмĕчĕ çинчен пĕлтерме, çĕнĕ проектсене сÿтсе явма тата вĕсене пурнăçа кĕртме май панине палăртнă. ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев вара хăйĕн саламĕнче вулавăш ĕçченĕсене халăха информаци тĕнчипе çывăхлатса савăнăç кÿнишĕн тав тунă, форум ĕçĕнче ăнăçу суннă. Саламсемпе ЧР культура министрĕ Роза Лизакова паллаштарнă. Çавăн пекех «Раççей-2011 çамрăк библиотекарĕсен ĕмĕчĕсемпе ĕçĕсем», «Библиотека юхăмĕн çамрăк лидерĕсем» конкурссен лауреачĕсемпе дипломанчĕсене те чысларĕç.

Паян форума хутшăнакансем тĕрлĕ тренингпа мастер-классенче, пултарулăх лабораторийĕсенче хăйсен ăс-хакăл шайне çирĕплетĕç.

Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси те тĕп вырăнта тăрать. Хăнасем авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри тăрăхне çитсе курма палăртнă. Кунти культура учрежденийĕсемпе, çавăн пекех Шуршăлти Космонавтика музейĕпе те паллашĕç. (Н. Смирнова)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
21 сентября 2011
11:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter