Михаил Игнатьев: «Библиотекăсем – пултарулăха, Чăваш Ен тата çĕршыв историне, культурине юратма вĕрентекен центрсем»
Паян Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Наци библиотекин çĕнĕ çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре тата çак ятпа йĕркеленĕ Раççейри çамрăк библиотекарьсен IV форумĕн ĕçне хутшăннă. Форума Раççейĕн мĕн пур кĕтесĕнчен – Санкт-Петербургран пуçласа Сахалин таран – 200 ытла библиотекарь килнĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Енĕн, Мускавăн тата Раççейĕн Тĕп регионĕн муфтийĕ, Раççейĕн тата Чăваш Республикин Обществăлла палатин членĕ Альберт Крганов, Шупашкар тата Чăваш Ен епархийĕн Шупашкарти Епархи Православи Тĕн училищин ректорĕ, проториерей, Шупашкарти Христос Чĕрĕлĕвĕ ячĕпе лартнă чиркӳ настоятелĕ Михаил Иванов хутшăннă. «Чăваш Ен – социаллă пуçарусене, инноваци проекчĕсене, çав шутра библиотека сферинче те, пурнăçа кĕртес ĕçе хастар хутшăнакан пилотлă регион. Библиотекăсем вара – пултарулăха, Чăваш Ен тата çĕршыв историне, культурине юратма вĕрентекен центрсем. Паян эпир сирĕнпе çĕнĕ, хальхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтерекен, инновациллĕ, нумай фукциллĕ культура центрне уçатпăр. Çакна палăртса хăварас килет, форума хутшăнакансем, креативлă, интеллектуаллă библиотекарьсем, хăйсен профессине чун-чĕре ыйтнипе суйласа илнĕ. Сире çĕкленӳллĕ кăмăл тата тухăçлă ĕçлеме ăнăçусем сунатăп», – тенĕ республика ертӳçи хăйĕн салам сăмахĕнче. «Шупашкар – илемлĕ, пурнăçпа тан утакан хула. Пире хула кăна мар, çак тĕлĕнмелле чаплă библиотека та тĕлĕнтерет», – пĕлтернĕ хăйĕн шухăшне Президента форума хутшăнма Йошкар-Оларан килнĕ Софья Гаязова. Паян Чăваш Енре 500 ытла тĕслĕх библиотека ăнăçлă ĕçлет. Кĕнеке вулама юратакансем йышланса пыраççĕ, библиотекăсене çÿрекенсен шучĕ 40 процент таран ӳснĕ. Наци библиотекин çĕнĕ çуртĕнче, вăл 950 тăваткал метр йышăнать, Б.Н.Ельцин ячĕллĕ Раççей Президент библиотекин филиалĕ вырнаçмалла. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 249 млн тенкĕпе танлашать. Çĕнĕ çурта фондсене упрама, вулавçăсемпе библиотека ĕçченĕсем валли хăтлăх ĕç условийĕсем туса пама май паракан çĕнĕ йышши оборудованисемпе тивĕçтернĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе культура сферинче нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн Наци библиотекин пай заведующине Михаил Игнатьев «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă. Хăнасем библиотекăра – Б.Н.Ельцин ячĕллĕ Президент библиотеки валли уйăрнă пӳлĕмре, нумай функциллĕ, патшалăх символĕсен тата электронлă вулав залĕсенче экскурсире пулса курнă, Чăваш Наци библиотеки 140 çул тултарнине халалланă «Çынсем тата çулсем» сăн ӳкерчĕксен куравĕпе паллашнă. Чăваш Республикин Наци библиотекин директорĕ Светлана Старикова Наци библтиотеки чăваш кĕнекине тата республика çинчен калакан литературăна комплектлакан, упракан тата халăх хушшинче саракан тĕнчери пĕртен-пĕр библиотека пулнине палăртса каланă. Чăваш Республикин документсен библиотекăпа информаци фондĕнче 2 млн ытла экземпляр шутланса тăрать, çав шутра 80 пин экземплярĕ – краеведенипе наци докуменчĕсем. Чăваш Республикин Наци библиотеки культура, обществăлла, тĕн мероприятийĕсем ирттермелли нумай функциллĕ лапам пулса тăмаллине палăртнă.