Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ларăвĕ иртнĕ

Паян Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта тĕрлĕ служба ертÿçисем, хуласемпе районсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Канашлăвăн тĕп ыйтăвĕ – Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕсене хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене тимлесси пулнă. Чăваш Ен Президенчĕ Хăйĕн сăмахĕнче: «Суйлавăн нимĕнле пăтăрмахсемсĕр, граждансен прависене пăсмасăр, суйлав саккунĕпе килĕшÿллĕн питĕ таса иртмелле», – тесе уйрăммăн палăртса каланă. Пирĕн паянхи тĕллев – республикăра пурăнакансен хăрушсăрлăхне сăнаса тăрасси, халăха пĕтĕмпех тĕрĕссине пĕлтересси», - тенĕ Чăваш Ен Президенчĕ. Культура, вĕренÿ, спорт учрежденийĕсене хăрушсăрлăпа тивĕçтересси çинчен те уйрăммăн каланă. Шалти ĕçсен пайĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕр-пĕринпе мĕнлерех хутшăнса ĕçленипе муниципалитетсен пуçлăхĕсем тĕплĕн паллаштарнă. «Эпир тăвакан пур ĕçĕн те халăхсем хушшинчи йĕркелĕхе тытса пыма, çынсен сывлăхне упрама, вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме пулăшмалла», – тенĕ канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев.



23 сентября 2011
16:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter