Республика Президенчĕ «Единая Россия» партин XII съездне хутшăнать

Паян республика Президенчĕ ертсе пыракан Чăваш Ен делегацийĕ «Единая Россия» партин XII съездне хутшăнать. Съезд секцийĕсенче Халăх программин проектне пăхса тухаççĕ. «Единая Россия» парти çавнашкал аслă форума çĕр-шыв историйĕнче пуçласа ирттерет. Съездра Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев тата парти лидерĕ, Владимир Путин премьер-министр сăмах илĕç. Пысăк шайри форумăн пĕрремĕш кунĕнче çĕр-шыври социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне тишкерĕç. Кун йĕркинчи ыйтусемпе Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн, общество организацийĕсен, партин вырăнти представителĕсем тухса калаçĕç. Ĕçлĕ калаçăва çĕр-шыври паллă çынсем хутшăнаççĕ. Ыран Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин улттăмĕш суйлаври депутат кандидачĕсен списокне тата «Единая Россия» партин суйлавчченхи программине пăхса тухма палăртнă.



23 сентября 2011
17:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter