Вулавçăсем те, библиотекарьсем те кĕтнĕ пулăм

Чăваш Енре юлашки 7-8 çулта библиотека тытăмне çĕнетсе лайăхлатас тĕлĕшпе питĕ пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Яллă вырăнта 2003-2007 çулсенче 500 тĕслĕх вулавăш йĕркеленĕ. Вĕсене информаципе, методикăпа пулăшса тăракан Наци библиотекине тĕпрен çĕнетнĕ. Çакăнпа ĕç лăпланмарĕ, ун çумĕнче 2009 çулта çĕнĕ çурт тума пикенчĕç. Унта Б.Н.Ельцин ячĕллĕ Президент библиотекин филиалне вырнаçтарма палăртнă. Акă кĕтнĕ вăхăт çитрĕ: çуртра строительство ĕçĕсене вĕçленĕ, хальхи вăхăт ыйтнă оборудованипе хатĕрсем вырнаçтарнă. Пĕтĕмĕшле лаптăк - 950 тăваткал метр.

Ĕнер ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, тĕп хулапа республикăри паллă çынсем, Раççейри çамрăк библиотекарьсен IV форумне килсе çитнĕ хăнасем хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев Президент пурне те çак паллă самантпа - хальхи йышши, нумай функциллĕ инноваци культура центрĕ хута кайнă ятпа - ăшшăн саламларĕ.

Михаил Васильевич библиотекарьсем хăйсен профессине чун ыйтнипе суйласа илнине палăртрĕ. Вĕсен ĕçне çăмăллатса тата халăх ыйтăвне тивĕçтерсе республикăра тĕслĕх вулавăшсем йĕркеленине, çавна май вулакансен шучĕ 40 процент ÿснине каларĕ.

Президент çавăн пекех Чăваш Ен культура отраслĕнче инноваци проекчĕсен тĕлĕшĕпе пилотлă регион пулнине, халь çеç хута кайнă çĕнĕ çурт çакна лайăх çирĕплетнине палăртрĕ. Сăмах май, ăна тума Раççей тата республика бюджетĕнчен 249 млн тенкĕ уйăрнă. «Паян вара, - терĕ Михаил Игнатьев, - çакăнти хальхи йышши техника хатĕрĕсем пулăшнипе тĕнчен кирек хăш кĕтесĕпе те çыхăнма, кирек мĕнле информацие те илме май пур».

Президент тепĕр миссие те пурнăçларĕ: Наци библиотекин пай пуçлăхне Татьяна Николаевăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысларĕ.

Строительсен ячĕпе «МастерСтрой» ООО генеральнăй директорĕ Юрий Ефремов культура храмне вĕсем çĕклеме тивнишĕн хĕпĕртенине палăртса малашне унта ĕçлекенсене тата вулавçăсене ăнăçу сунчĕ.

Хăйĕн тав сăмахĕнче Наци библиотекин директорĕ Светлана Старикова çак çурт вулавçăсемшĕн çеç мар, унта ĕçлекенсемшĕн те пысăк, кĕтнĕ парне пулнине асăнчĕ. «Çĕнĕ условисем, пуян çăл куçсем библиотекарьсен яваплăхне тата та ÿстереççĕ, - терĕ Светлана Михайловна. - Наци библиотекипе республикăри библиотекăсенчи ĕçлекенсем çитĕнекен ăру кĕнекене юраттăр, ăна вуласа ÿстĕр тесе хăйсенчен килнине пĕтĕмпех пурнăçлĕç».

Михаил Игнатьев, Леонид Черкесов тата Светлана Старикова хăйăва касрĕç, кĕнеке, ăс-хакăл, илем храмĕн алăкĕсем уçăлчĕç. (Н. Смирнова)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
23 сентября 2011
07:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter