Чăваш Ен Президенчĕ: "Çĕршывăн пуласлăхĕ - сывă нацире"

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче, пĕрле пухăнса спорт сывлăх çăл куçĕ пулнине ĕненмелле кăтартса пачĕç. Палăртнă вăхăт тĕлне Шупашкарта залив хĕрринчи Юрă уйĕ спорт тумĕ тăхăннă халăхпа тулса ларнă. Кросс пур субъектпа регионра та палăртнă пĕр вăхăтра пуçланнă. «Пĕтĕм Раççейри чупу кунĕ - Нацисен кросĕн» Шупашкарти ăмăртăвне Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев уçнă. Республика ертӳçисем сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине пропагандăлама, унта халăха ытларах та ытларах хутшăнтарассине, спорт сооруженийĕсем çĕклессине, ансат спорт площадкисем тăвассине, тĕнче шайлĕ ăмăртусене хутшăнакан спортсменсем хатĕрлессине кашни кунхи ĕçсен планне кĕртессине пĕлтернĕ. «Ку - республикăра пурнăçа кĕрекен патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри, - тенĕ Президент. Нацисен кросĕ мероприяти сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче анлăрах сарать, çыннăн хастарлăхне ÿстерет. Кунсăр пуçне кашни çынра çирĕплĕх туйăмне вăратать, сывă ӳт-пӳре сывă ăс-тăн пулнине çирĕплетет. Спортпа туслă çын ĕç-хĕлĕн кирек мĕнле сферинче те ӳсĕм тума пултарать. «Спортăн пысăк уявĕнче пысăк кăмăл-туйăмпа хутшăнатпăр. Урăхла пулма та пултараймасть. Çирĕп кăмăлпа хамăрăн вăя шанни пире яланах пулăшать: ĕçре те, пурнăçра та, обществăра та. Яш-кĕрĕм хастар хутшăнни савăнтарать. Çамрăксен спортпа туслă пулмаллах. Çапла тума Чăваш Енре пĕтĕмпех пур, услови çителĕклĕ...»,- тесе палăртнă чупăва хутшăнакансене саламланă май Михаил Васильевич. Кăçал ăмăртусен тĕп судьи пулма Олимп вăййисен тĕнче тата Европа шайĕнчи чемпионкăна Алина Ивановăна шаннă. Хăйĕн сăмахĕнче пухăннисене Алина Иванова спортпа туслă пулма чĕнсе каланă. «Наци кроссĕ-2011» чупăва пуçласа старт панă. Ушкăн хыççăн ушкăн старта тухнă. VIP-чупуçăсен хушшинче Михаил Игнатьев Президент, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, вĕсен çумĕсем, район-хула пуçлăхĕсем, республикăри вун-вун пысăк предприяти-организаци, аслă шкулсен ертӳçисем, тĕрлĕ шайри депутатсем тата патшалăх влаçĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳçисемпе ĕçченĕсем, спорт ветеранĕсем пулнă. Чупу хыççăн журналистсемпе калаçнă май, Чăваш Ен Президенчĕ республикăра спорта парăннă çынсемшĕн пур услови те пуррине, «Единая Россия» партийĕн проекчĕпе килĕшӳллĕн спорт соруженийĕсем курăмлăнах çĕкленсе пынине тепĕр хут палăртса хăварнă. Спорт инвентарĕсем те çулран çул çĕнелсех пыни куç кĕретех.



26 сентября 2011
11:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter