Конкурса хутшăнма васкăр

Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри 2011 çулхи авăн уйăхĕн 20-30-мĕшĕсенче «Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле» интернет конкурс ирттерет. Ыйтусем чăваш чĕлхипе литературине тĕпчекенсем, чăваш халăхĕн тĕнче шайне çĕкленнĕ ывăлĕ-хĕрĕ çинчен, çавăн пекех, чăваш çыравçисен паллă произведенийĕсем театр тата ÿнер искусствинче мĕнле йĕр хăварни çинчен.

Интернет конкурса Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен учительсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурс положенийĕпе тĕплĕнрех вĕренÿ институчĕн сайтĕнче паллашма пулать.

(Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви)



27 сентября 2011
12:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter