Михаил Игнатьев Президент ертсе пынипе наркотиксемпе кĕрешекен комисси ларăвĕ иртнĕ

Михаил Игнатьев Президент ертсе пынипе, авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче наркотиксемпе кĕрешекен комисси ларăвĕ иртнĕ. Унта вăй ведомствисен, министерствăсен ертӳçисем, çавăн пекех хула округĕсен представителĕсем хутшăннă. Ларăва уçнă май Президент наркомани сарăлсах пынине палăртнă. Сăмахран, кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çамрăксен наркологи служби 447 çынна сăнаса тăнă. «Наркотиксен тыткăнне лекнĕ çамрăксем çар ретне тăраççĕ. Çавăнпа та пирĕн унашкаллисене тупса палăртмалли тытăм йĕркелемелле. Юлашки 10 çул хушшинче пирĕн каччăсене наркотиксемпе усă курнине пула çартан каялла янă пĕр тĕслĕх те пулман», - тенĕ Михаил Васильевич. Наркотĕрĕслев службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков Шупашкарта - кăçалхи 8 уйăхра 369 преступление регистрацилени çинчен пĕлтернĕ. «Усал çак пулăмпа, наркоманипе, кĕрешнĕ чух чĕнӳсем, ӳкĕтлени кăна çителĕксĕр. Пирĕн çирĕп йышăнусем тумалла - çакă граждансене кирлĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.



27 сентября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter