Малашлăх çул-йĕрĕ паллă

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Мускавра иртнĕ съезчĕ халăха тахçанах хумхантаракан-калаçтаракан икĕ ыйтăва туллин уçăмлатнă - парти кам ертсе пынипе раштавăн 4-мĕшĕнчи Патшалăх Думин суйлавне хутшăнĕ тата çитес çулхи пуш уйăхĕнчи çĕр-шыв Президенчĕн суйлавĕнче влаç кандидачĕ кам пулĕ.

Съездăн иккĕмĕш кунĕнче пĕтĕмпех хăйĕн вырăнне ларчĕ: суйлав списокĕн пĕрремĕш йĕркинче - Дмитрий Медведев. Малашлăхра Раççей Правительствине ертсе пырас туртăмпа. Паллах, Президент суйлавĕ хыççăн. Президент должноçне йышăнма вара «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти съезчĕ Владимир Путин кандидатурине сĕнчĕ.  (А. Петров)

Президентпа премьер-министр съезд залне пĕрле кĕчĕç. Раççей Гимнĕ янăранă хыççăн микрофон патне парти ертÿçи Владимир Путин тухрĕ. Премьер кĕске сăмахĕнче, вăл 10 минута яхăн пычĕ, суйлав хыççăн хăйне тата патшалăх влаç полномочийĕсен тытăмĕнчен мĕн кĕтнине питĕ лайăх ăнланнине пĕлтерчĕ. Ытти «вăрттăнлăха» Медведев валли хăварса Путин «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин списокĕнче кам пĕрремĕш пулассине каларĕ.

Пурнăçра çирĕпленнĕ йĕркепе унта яланах Президент пĕрремĕш вырăнта пулнă. Путин çак йĕркене пăсма кирлĕ маррине, ăна çирĕп пăхăнмаллине хыпарласан делегатсем хыттăн алă çупса хăйсен пĕтĕмĕшле шухăшне палăртрĕç. Премьер çавăнпа пĕрлех - шÿт кăмăл-туйăмĕпе - пуласлăхра кам мĕнпе ĕçлессине «тандемра» темиçе çул каяллах татса панине хыпарларĕ. «Халăх кама ытларах шаннине суйлав пĕтĕмлетĕвĕнчен пĕлĕпĕр, - терĕ Владимир Путин, - ун чухне хăшĕ кам пулса ĕçлесси, мĕнле пукан йышăнасси - иккĕмĕш вырăнта тăракан пулăм...»

Унтан микрофон умне Дмитрий Медведев тухрĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççее» халăхпа пĕрле пулнишĕн, вăй-хăвата шеллемесĕр уншăн тăрăшнăшăн тав турĕ, вăл Президент майлă парти пулнипе чылай çивĕч ыйтăва татса панине каларĕ. «Çĕр-шыв экономикине çĕнетсе хăват парассипе Раççейĕн тĕпрен çĕнетнĕ правительствин ĕçлемелле. Ăна çĕнтерÿçĕ-парти йĕркелĕ», - терĕ вăл. Хăш енпе ытларах тăрăшмаллине палăртса Дмитрий Медведев правительствăна хăй ертсе пыма пуçласассăн шăпах вĕсене пурнăçласси уншăн тĕп тĕллев пулассине каларĕ, 2012 çулхи Президент суйлавĕн кандидачĕн хушаматне асăнчĕ. Вăл - Владимир Путин. «Парти списокĕнче» пĕрремĕш пулма сĕннине тата малашне парти ĕçĕпе тăрăшасси маншăн тĕп ĕç пулассине шута илсе парти съезчĕ Владимир Путин çĕр-шыв Президентне суйланма сĕннине ырласса шанатăп», - пĕтĕмлетрĕ Медведев. Зал сĕнĕве хапăлласа йышăннине хыттăн алă çупса палăртсан хăй енчен çапла хушса хучĕ: «Президентпа премьер хушшинчи хирĕç тăру хăçанччен пырасси пирки нумай кăсăкланатчĕç. Нимĕнле хирĕçÿ те, тавлашу та пулман, ку ыйтăва эпир тахçанах «пирĕн юлташла пĕрлĕх» йĕркеленсенех татса панă».

Правительство пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков: «Медведевпа Путин хушшинче тактика тĕлĕшĕнчен тепĕр чухне калаçмалли тупăнать, анчах стратеги тĕлĕшĕнчен вĕсем яланах пĕр шухăшлă. Пахалăх енчен, паллах, улшăнусем пулĕç, анчах «тандем» сĕмĕ-туйăмĕ юлатех».

Съезд делегачĕсем кандидатсен списокне çирĕплетнисĕр пуçне партин суйлав умĕнхи программишĕн те сасăларĕç. Социаллă экономика тата политика тĕпчев институчĕн /текста шăпах çакăнта хатĕрленĕ/ ертÿçи Николай Федоров пĕлтернĕ тăрăх - «Халăх программи» текен халăх пуçарăвĕсен программине съездăн пĕрремĕш кунĕнчех пулас пилĕк çуллăха Патшалăх Думин, регионсенчи влаç органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлĕсен планĕн никĕсĕ вырăнне йышăннă.

Федоров шухăшĕпе, «ку документа «консервативлă-прогрессивлă» пек хаклама пулать, мĕншĕн тесен унра, тĕслĕхрен, пачах икĕ тĕрлĕ пуçламăш - усăллă пĕрлештерме кирлĕ центрти влаçпа регионсен ирĕклĕхĕ - палăрать. Умри 5 çулта Раççей федерализмĕн тĕп никĕсĕсене упраса хăварса регион политики палăрмаллах çĕнелсе урăхланать».

Съезд ĕçне Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăнчĕ. Делегатсен йышĕнче - республика Президенчĕ Михаил Игнатьев, республика пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи - вице-премьер Александр Иванов, партин Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи фракцийĕн ертÿçи Владимир Мидуков, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУО генеральнăй директорĕ Юрий Попов, Шупашкар тата Çĕмĕрле хула пуçлăхĕсем Леонид Черкесовпа Сергей Яргунин тата партин регион уйрăмĕн хастарĕсем. Парти Уставĕпе килĕшÿллĕн съезд ĕçне делегатсен йышĕнче Генеральнăй Канаш членĕ, партин регион политканашĕн секретарĕ Михаил Михайловский, партин Аслă канашĕн членĕ Николай Федоров сенатор, Генеральнăй Канаш членĕ, «Промтрактор» АУО наладчикĕ Владимир Романов хутшăнчĕç. Вĕсем съездăн тематика секцийĕсенче ĕçлерĕç. «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ - çĕр-шыв аталанăвĕн никĕсĕ» секцире Михаил Игнатьев Президент Раççей Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕпе Виктор Зубковпа, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕпе, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Аслă Канашĕн Председателĕпе Борис Грызловпа, çĕр-шывăн ял хуçалăх министрĕпе Елена Скрынникпа республикăри агропромышленноç аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç.

Икĕ кунхи ĕç тата виççĕмĕш кунри Медиафорум хыççăн съездăн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ. Раштав уйăхĕнче унăн иккĕмĕш тапхăрĕ пулать.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 сентября 2011
17:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter