Педканаш юпа уйăхĕн 17- мĕшĕччен пырĕ

Авăн уйăхĕнче Интернет педканаш ĕçленине нумайăшĕ пĕлеççĕ. Çакна канашлăва кĕрекенсен йышĕ ÿсни аван кăтартса парать - виçĕ эрне хушшинче чăваш вĕрентекенĕсен интернет тетелĕнчи калаçăвĕпе куллен 30-60 çын интересленнĕ.

Кăçалхи çул республикăри тата унăн тулашĕнчи педагогсем уйрăмах 5-мĕш Интернет педканашăн уйрăмлăхĕсемпе, интернетри "Чăваш шкул ТВ" телевиденипе, уроксенче усă курмалли тĕрлĕ материалсемпе, ĕç программисемпе, педагогсемпе ачасем валли ирттерекен тĕрлĕрен конкурссемпе кăсăкланаççĕ. Çавăн пекех педагогсенчен нумайăшне вĕренÿ кĕнекисен тытăмĕ, ачасен пуплев тата çыру ăсталăхĕ чакни шухăшлаттарать.

Педканашра çĕкленĕ ыйтусем тавра пуçланă калаçу аталансах пырать, вĕрентекенсен каламалли çителĕклĕ пулни те сисĕнет. Çавна шута илсе педканашăн официаллă ĕçне юпа уйăхĕн 17-мĕшĕччен тăсма йышăннă.

Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви



28 сентября 2011
10:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter