Патăрьел районĕ: Юлия Силэм çуралнаранпа 60 çул

Юпан 2-мĕшĕнче пирĕн паллă çыравçă - ентеш Юлия Александровна Силэм çуралнăранпа 60 çул тулать. Çак юбилейа хатĕрленсе районти тĕп библиотека ĕçченĕсем «Ăна литература ĕмĕрлĕхех тыткăна илнĕ» ятлă кĕнекесен куравĕ хатĕрленĕ. Унта Юлия Александровна çырнă кĕнекесем тата ун çинчен паллă писательсем çырнă тĕрлĕ материалсем вырнаçтарнă. Çитес вăхăтра ентеш - прозаик библиотека ĕçченĕсемпе тĕл пулма килĕшнĕ.

 

Юлия Силэм - Чăвашсен хальхи вăхăтри паллă проза ăсти. РФ писателсен Союзĕн членĕ(1992), ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ(1998), Санкт-Петербургри Петровски наукăпа искусствăсен академийĕн действительнăй членĕ(2001), Патăрьел районĕн Хисеплĕ çынни - Почетный гражданин Батыревского района».

 

Юлия Силэм 1951 çулта юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă. Кунтах вăтам шкул пĕтернĕ. Унтан Чăваш патшалăх университетĕнчи филологи факультетĕнчен чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă.

 

Вунă çулта чухнех литературăпа интересленме пуçланă, нумай вуланă, статьясемпе очерксем, кĕске калавсем çырнă, пичетленнĕ.

 

Уйрăмах Патăрьел район хаçатне хăйĕн хайлавĕсене ярса парса пичетленнĕ.

 

Юлия Силэмĕн пĕрремĕш калавĕсемех шкул учебникĕсене кĕнĕ. «Кăвак сурăх» кĕнекери калавсене шкулсенче вĕрентеççĕ. Ачасем «Шак-шак-шак», «Чип-чип-чип», «Путене тытрĕ», «Килнĕ чухне илĕпĕр» тата ытти кĕске калавсене питех те килĕштереççĕ.

 

Паянхи кун Юлия Силэм – паллă проза ăсти. Юлашки çулсенче вăл уйрăмах аслисем валли паха произведенисем çырчĕ. Вĕсен шутĕнче «Йÿле кăмăл», «Пумилкке», «Тулли пучахсем», «Кил», «Ывăçри çăлтăр» калавсем, «Амăшĕсем», «Чĕре çинчи çĕвĕсем», «Мăкăньпи» повеçсем, пысăк туйăмлă сăвă ярăмĕсем тата ытти хайлавсем те.

 

Халиччен унăн «Кăвак сурăх»(1982), «Пылпа çăкăр»(1988), «Юр çинчи кăвайт»(1990), «Хĕрĕхри хĕр(1993), «Академик Василий Николаев- Страницы жизни»(1997), «Çылăхлă хĕрарăм»(1999), «Чун уçăлнă самант»(2001), «Иккĕн»(2001), «Богиня веста»(2011) кĕнекисем тухнă. Унăн произведенийĕсене вырăс, тутар, пушкăрт, мари чĕлхисене куçарнă.

 

Пирĕн патăрьелсен унпа мухтанмалăх пур. Вăл ентешлĕхре те питĕ хастар çын. Район çитĕнĕвесем, ĕçĕ-хĕлĕсем çинчен «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче çырсах тăрать. Тăван ялĕ çинчен те манмасть, тăтăшах килсе çÿрет. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн кĕнекисенче ялти паллакан çынсен сăнарне тупма пулать.

 

Унсăр пуçне Юлия Силэм икĕ ача амăшĕ. Унăн Радий ывăлĕпе Инна хĕрĕ те хайлавĕсенчи геройсен сăнарĕсене сăнлаççĕ.

 

Юбилей ячĕпе саламлатпăр

 

Ырлăх-сывлăхне сунатпăр!

 

Çитĕр эсир çĕр çула

 

Шăп çакăн пек маттур пулса!



28 сентября 2011
14:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter