Кăтартусем савăнтараççĕ пулин те...

Ĕнер республика тĕп хулин администрацийĕн çуртĕнче «Шупашкар хулин 2011 çулхи 8 уйăхри социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕ, 2020 çулчченхи Стратегие пурнăçлани, вăтам тата нумай вăхăта пыракан задачăсем çинчен» темăпа канашлу иртнĕ. Унăн ĕçне ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Михаил Васильевич ларăва савăнăçлă пĕлтерÿрен пуçларĕ. Анчахрах вăл Мускаври ĕçлĕ калаçусене хутшăннă. РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев Чăваш Енри вĕренÿ учрежденийĕсем валли 15 млн тенке яхăн укçа уйăрнă. Ăна тĕп хулари калаçура кăлтăксем пур ачасен 1-мĕш пуçламăш шкул-ача садне тата тĕрев-хусканура кăлтăксем пур ачасен «Надежда» пуçламăш шкул-ача садне тĕпрен юсама уйăрĕç.

Тĕп темăпа хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков доклад турĕ. Кăçалхи сакăр уйăхра промышленноç предприятийĕсем ăнăçлă ĕçленине, тавар туса кăларасси 10% ÿснине палăртрĕ. Уйрăмах «Акконд», «Элара», «Чăвашкабель», «ЭКРА» пĕрлешÿсем тупăшлă аталанаççĕ. «Çитес çул промышленноç индексĕ татах хушăнас шанăç пур», - терĕ Алексей Олегович.

Шупашкарта строительство енĕпе те кăтартусем аван: 2 хăна çурчĕ хута кайнă, спорт сооруженийĕсем, ача çурчĕсем, «Букет Чувашии» предприятин производство корпусĕ, «МЭТРО» суту-илÿ комплексĕ, ытти объект çĕкленеççĕ.

Кăтартусем савăнтараççĕ пулин те пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе юлса пыратпăр. Çакăнпа Михаил Игнатьев Президент та кăмăлсăр. Уйрăмах çамрăк çемьесене хваттер сахал тивĕçнине палăртрĕ. Тĕп хулари 421 пин çын нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнать, 125 çурт авариллĕ шутланать.

Шкул стадионĕсем пирки те сăмах пычĕ. Ачасене çеç мар, занятисем вĕçленнĕ хыççăн ашшĕ-амăшне те спортпа анлăрах явăçтарма тивĕçлĕ условисем туса памалла.

Кăçал Шупашкарта вăй хуракансен уйăхри вăтам шалăвĕ 16827 тенкĕпе танлашнă. Ялта пурăнакансен ăмсанмалăх пурах. Чи пĕчĕк ĕç укçи шкул çулне çитмен учрежденисенче ĕçлекенсен - 6300 тенкĕ.

Хаксем çынсене тивĕçтереççĕ. Çанталăк лайăх тăнăран тыр-пул, пахча çимĕç тухăçлă çитĕнчĕ. Çакă унăн сутлăх хакне пĕчĕклетме май пачĕ. Паян çĕр улмин 1 килограмĕ 6-8 тенкĕ, пĕлтĕрхинчен темиçе хут йÿнĕрех. Пенсионерсене, инвалидсене сутуçăсем «иккĕмĕш çăкăра» киле çитиех леçсе параççĕ. Шел те, хăш-пĕр усламçă халăх куллен туянакан апат-çимĕç хакне кăшт ÿстерсе те пулин пуяс тĕллевлĕ.

Юлашки виçĕ çулта ача çуратасси чылай ÿснĕ, халăх йышĕ хушăнма тытăннă. Тĕп хулара ача сачĕ çитмест. 2011-2012 çулсенче вĕсене виççĕ тумалла. Тĕпренчĕкĕсене виçĕ çула çитиччен пăхнăшăн амăшĕсене уйăхсерен укçа тÿлеççĕ. Çак çăмăллăхпа паянхи кун Шупашкарта 2680 çын усă курать.

Канашлăва пухăннисем доклада анлăн сÿтсе яврĕç. Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Иван Моторин Шупашкара республика локомотивĕпе танлаштарчĕ. Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков тĕп хула республика производствинче пысăк вырăн йышăннине, бюджета тĕрлĕ налук пуçтарса 50-70% таранах укçа хывнине палăртрĕ.

Михаил Геннадьевич бюджет укçине перекетлеме май пурри çинче чарăнса тăчĕ. Вăл тĕп хулари чылай шкула çитсе курнă. Хăшĕсенче директор çумĕ 7-8 таранах иккен. «Çакă нумай мар-ши?» - тĕлĕнчĕ вăл.

Предприяти ертÿçисем Шупашкар хулин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ лайăх старт илнипе килĕшрĕç. Производствăна хывăнакан кашни тенкĕ усă патăрччĕ çеç терĕç.

«Эткер» çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ертÿçи Валерий Павлов халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса хваттер укçине пĕчĕклетмелли çул-йĕр шыранине пĕлтерчĕ. 2010 çулта хваттерсенчи кашни тăваткал метршăн хутса ăшăтма уйăхсерен 16,65 тенкĕ тăкакланă, шута илекен приборсем вырнаçтарсан хак 1,5-2 тенкĕ чакнă, автоматсем лартсан татах йÿнелнĕ. Анчах çивĕч ыйту çаплипех юлать - пурăнакансем хваттер укçине вăхăтра тÿлесшĕн мар. (В.Григорьев "Хыпар" хаçатран)





28 сентября 2011
14:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter