Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлани

                               Хисеплĕ пенсионерсем, вăрçă тата ĕç ветеранĕсем!

     Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе чи ăшă кăмăлтан саламланине йышăнсамăр!

 Халăхăн йăли-йĕркин шанчăклă управçисем, пурнăçри паха опытпа ăс-хакăл çăл куçĕ пулнă май, эсир республикăн ылтăн фончĕ шутланатăр. Истори тапхăрĕсене вĕçе-вĕçĕн татăлми çыхăнтарса хăвăрăн аслă та тарăн пĕлĕвĕре çамрăк ăрăва паратăр, суйласа илнĕ ĕçе чунтан юратма тата чи пĕлтерĕшли – çамрăксене ĕненме вĕрентетĕр, ăна çемьере сыхласа упратăр, çирĕп ĕненÿ вара çынна мĕн пур йывăрлăха çĕнме тата тулли те телейлĕ пурнăçпа пурăнма пулăшать.

Паянхи Чăваш Ен тивĕçлипе мухтанакан чылай япалана эсир тунă тата килес ăрусемшĕн шанчăклăн сыхласа хăварнă. Вĕсен шутĕнче: промышленноçăн пысăк предприятийĕсемпе архитектура палăкĕсем, автомобиль тата чукун çулсем, пурăнмалли микрорайонсем. Эсир ырми-канми тăрăшнине пула вăрçă хыççăнхи çулсенче ял хуçалăхĕ вăй илсе тĕрекленнĕ, республикăра пĕрремĕш трактор туса кăларнă, йĕркеллĕ пурăнма лайăх майсем туса хунă.

Эпир сирĕн çитĕнĕвĕрсемпе чун-чĕререн хавхаланатпăр, сиртен тĕслĕх илетпĕр, пурнăçри хастарлăхăршăн савăнатпăр.

Пенсионерсемпе ветерансене пур енлĕн пулăшасси тата аслă ăрушăн кирлĕ пек тăрăшасси – республикăн патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ. Чăваш Енре ватă çынсене пулăшу пама уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ çулсерен пысăкланать, пенсисен виçи ÿсет, ятран паракан социаллă программăсем пурнăçланаççĕ. Ватă çынсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас, вĕсене медицина пулăшăвĕ парас тата эмелсемпе тивĕçтерес ĕçсене малалла та тивĕçлĕ шайра туса пырăпăр.

Сире пĕтĕм кăмăлтан çирĕп сывлăх, чун канăçлăхĕпе вăрăм ĕмĕр, пурнăçа савма, çывăх çыннăрсен чун ăшшипе юратăвне туллин туйма сунатăп. Ырлăх тата телей сире!

 

Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                 М.Игнатьев.

 



30 сентября 2011
09:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter