Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Елчĕк районĕнче пулнă

Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Елчĕк районĕнче пулнă. Пĕчĕк предприяти ĕçĕсемпе кăсăкланнă, вырăнти халăхпа малашнехи тĕллевсене сÿтсе явнă. Район центрĕнче республика Президенчĕ «Чăвашьенкрахмал» тулли мар яваплă общество ĕçĕпе паллашнă. Вăл республикăра крахмал кăларакан пĕртен-пĕр предприяти шутланать. Кунтах кисель, тĕрлĕ клей таврашĕсем туса кăлараççĕ. Таварсемпе республикăра çеç мар, Раççейри ытти регионсенче те усă кураççĕ. Предприяти малалла та йĕркеллĕн аталанса пыма тĕллевсем лартать. Çитменлĕхсем те пур. Калăпăр, пĕлтĕр çĕр улми çителĕксĕр пулнине кура ăна юнашар регионсенчен кӳрсе килме тивнĕ. Çакна пула тăкаксен шучĕ те самаях ӳснĕ. Михаил Игнатьев предприятие çĕр улмин лаптăкĕсене ытларах ӳстерме сĕннĕ. «Предприяти калăпласа кăларакан таварсен ассортиментне ӳстерсе пырсан та аванрах пулнă пулĕччĕ»,- тесе палăртнă Чăваш Ен Президенчĕ. Çак кунах сумлă хăнасем «Прогресс» тулли мар яваплă обществăн «Органика» лавккине çитсе килнĕ. Кунта таварсен хакĕ ытти лавккаринчен тата пасартинчен 3-5% таран йӳнĕрех. Халăх хушшинче таварсен пахалăхĕ те сумра. Лавккара тĕрлĕ сĕт-çу, çăкăр-тăвар, апат çимĕç таврашĕ чылай. Унти ĕçченсем халăх кăмăлне яланах тивĕçтерме тăрăшаççĕ. «Прогресс» тулли мар яваплă общество ертӳçи Петр Скворцов пĕлтернĕ тăрăх, кĕске вăхăт хушшинчех лавкка лайăх ĕçлесе кайнă. Таварсен хакĕ те килĕшӳллĕ. «Хула пасарĕсенчи хаксемпе танлаштарсан кунти пахча-çимĕç хакĕсем самаях пĕчĕк»,- тесе палăртнă Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев. Патреккел салинче Михаил Васильевич медицина ĕçченĕсен ĕçĕпе паллашнă. Президент пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне кĕрсе тухнă. Кунти офиса çынсем кӳршĕллĕ тăватă ялтан çӳреççĕ. Пĕр врачпа икĕ медсестра пин çурă çын сывлăхне асăрхаса тăраççĕ. «Килекен çынсем пулăшу ĕçĕсемпе пурте кăмăллă. Медицина енчен яланах вăхăтра канашсем парса тивĕçтереççĕ, кирлĕ пулсан сыватаççĕ», - палăртнă Николай Вершков пенсионер. Юнашарах культура çурчĕ вырнаçнă. Ял халăхĕ хальхи пурнăçпа тан утать. Культура çурчĕн фойине монтиор вырнаçтарнă. Администрацийĕн сайчĕ те кунран кун çĕнелсех пырать. Елчĕк районĕнче ытти çĕрти пекех ача садне çӳрес текенсен шучĕ йышлă. 200 яхăн ача садике вырнаçма черетре тăрать. Ача сачĕ тăвассине 2013 çулхи плана кĕртсе хăварнă. «Ачасем пирĕн пуласлăх, çавăнпа та юлашки виçĕ çул хушшинче ку ыйтăва татса парассипе çине тăрса ĕçлетпĕр», - палăртнă Михаил Игнатьев. «Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас ĕç пит палăрмаллах пулса пымасть. Патшалăх паракан укçа-тенкĕпе туллин усă курма тăрăшмалла. Юлашки çулсенче предпринимательлĕхе аталантарма патшалăх аван пулăшать», - тесе палăртнă юлашкинчен Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев.

 



05 сентября 2011
13:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter