Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев эрнесерен ирттерекен планеркăра

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев эрнесерен ирттерекен планеркăра авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуллахи сывлăха çирĕплетмелли кампание пĕтĕмлетнĕ, çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленессине сӳтсе явнă.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Венера Муллина çулла 77 пин ытла ача канăвне йĕркелеме май килнине пĕлтернĕ. 6,8 пин ытла çамрăка вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, çуллахи тапхăр ăнăçлă пулнă. Вице-премьер - строительство министрĕ Александр Гончаров хальхи вăхăтра инженерипе коммуналлă инфратытăма кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрлени çинчен каласа панă. Улатăрти çĕнĕ котельнăй монтажне, Етĕрнери тата Сĕнтĕрвăрринчи спирт завочĕсен поселокĕсенчи нумай хваттерлĕ çуртсене уйрăммăн хутса ăшăтмалла тăвассине тĕплĕ тĕрĕслесе тăраççĕ. Подрядчиксене ĕçсене çанталăк сивĕтиччен вĕçлеме хушнă. ЖКХ организацийĕсем топливо саппасĕсене хатĕрлеççĕ. Çĕр кăмрăкĕпе мазута кирлин 89% туяннă.  Чăваш Ен строительвтво министрĕ Александр Гончаров кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрленес тĕлĕшпе çивĕчлĕх пулмасси пирки каланă. Апла пулин те Президент управляющи компанисем, уйрăмах тÿрĕ кăмăллăх çине алă сулакан, укçа пухассишĕн кăна çунакан пĕр кунлăх фирмăсем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарнă: «Тишкерекен тема питĕ çивĕч. Хамăн «Çамрăксене шанмалла!» Çырура эпĕ çак сферăри çивĕч ыйтусене уçăмлă палăртнăччĕ. Çырăва пурнăçламалла».



05 сентября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter