Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Андриян Николаевăн хĕрĕпе тĕл пулнă

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче СССР космонавт летчикĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, Чăваш Республикин тĕп хулин – Шупашкарăн хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 82 çул çитрĕ. Паян, çак паллă кун, Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев паллă та хисеплĕ ентешĕмĕрĕн пĕртен-пĕр хĕрĕпе Елена Терешковăпа (Николаевăпа) тĕл пулнă. «Шупашкар хули паламалла мар улшăнса кайнă. Урамсенче таса та çутă. Нимрен ытларах çулсем лайăх шайра пулни чуна çĕклентерчĕ. Кунта чăннипех те чĕре савăнать, чун канать», - тесе пĕлтернĕ Елена Терешкова Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă самантра. «Республикăра çулсене, нумай хутлă çуртсен территорисене хастарлăн тирпей-илем кĕртсе çĕнĕрен юсатпăр. Ку тирпейлĕхе малалла та çакăн пекех тытса пыма тăрăшăпăр»,- кăмăллăн палăртнă Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев. «Чăваш Енре çуралса ӳснĕ виççĕмĕш космонавт Андриян Николаев пире тĕнче шайĕнче палăртма пултарчĕ. Эпир унпа яланах мăнаçланатпăр. 1962 çулта Андриян Григорьевич космоса пĕрремĕш хут вĕçнĕ. 1970 çулта тĕнче уçлăхне иккĕмĕш хут вĕçсе кайнă, Совет Союзĕн Геройĕн ятне иккĕмĕш хут тивĕçнĕ. Пĕтĕм тĕнчипе паллă çын пулса тăнă. Унăн чысне эпир республикăра та, унăн тăван ялĕнче те, Асăну комплексĕнче те тивĕçлипе упратпăр. Андриян Григорьевич пирĕнтен уйрăлса кайнă пулсан та, эпир-чăваш халăхĕ, Улăп паттăра нихăçан та асран кăлармăпăр», - тесе çирĕплетнĕ Михаил Игнатьев. «Эпĕ çакна лайăх ас тăватăп: ача чухне Шуршăл шкулне вĕренме кайнă чухне ялан çӳлелле пăхса тӳпене сăнаса пыраттăмччĕ. Çăлтăрсне питĕ юрататтăм. Паллах, унăн кĕтнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланнă»,- тесе аса илнĕ космонавт сăмахĕсене Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев. «Чăваш халăхĕн историйĕ пин-пин çул каялла пуçланнă. Çак тапхăрта кашни чăваш тӳпере хăйĕн çăлтăрне шыранă, ăна тупса пуç таясшăн пулнă, çăлтăр ăна телей кӳрессе, пурнăç çулне çутатасса шанса ĕмĕтленнĕ. Шăпах вĕсенчен пĕри вăл - пирĕн Андриян Григорьевич Николаев», - пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Çак кунах Елена Терешкова Асăну комплексĕнче те пулнă. «Çакăн пек капмар комплекс хăпартса лартнăшăн Сирĕн умăрта чăннипех те çĕре çитиччен пуç таятăп. Эсир пурнăçлакан пархатарлă ĕç пĕтĕмпех манăн аттене сума суннипе çыхăннă»,- хăй шухăшне хумханса палăртнă Елена Терешкова. «Чăваш Республикинче ырă та ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Кĕске вăхăтрах пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев кăçалхи çула Космонавтика çулĕ тесе палăртнă. Чăваш Енре чăвашсен паттăр та мухтавлă ывăлне Андриян Николаева асăнса палăк уçма шутларăмăр», - тенĕ Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев. «Скверпа монумент пирĕн Чăваш çĕрĕн манăçми паттăрне аса илтерекен вырăнсем пулса тăрасса та çирĕппĕн шанатпăр»,- тесе хушса хунă Михаил Игнатьев. Паянхи кун та чылай каччăпа хĕр космонавт пулма ĕмĕтленет. Андриян пек пулма, вĕренме тăрăшать. Сумлă хăнасем А.Г.Николаев ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 10-мĕш шкулта та пулнă. Кунта вĕренекенсем ӳссе çитсен летчик пулма ĕмĕтленеççĕ. «Паян çак шкулта вĕренни сирĕншĕн пысăк чыс. Лайăх вĕренме тăрăшăр, Андриян Григорьевич пек ырă чунлă пулăр. Аслисене хисеплеме хăнăхса ÿсĕр. Шанатăп, эсир ĕмĕтленнисем пурнăçа кĕреççех»,- палăртса каланă республика ертӳçи. «Ачасем, эсир космос çинчен питĕ нумай пĕлетĕр. Тĕрĕс те витĕмлĕ ыйтусем паратăр. Çакăн пек тарăн пĕлӳшĕн, космонавт ятне тивĕçлипе упранăшăн сире пурсăра та пысăк тав», - тенĕ сыв пуллашнă май Елена Терешкова. Тĕл пулăва Çĕмĕрле хулинчен те яш-кĕрĕм чылайăн пухăннă. Çамрăксем пирĕн пуласлăх. Вĕсене шанмалла. Республикăн мăнаçлăхĕ вĕсенче.

 



05 сентября 2011
18:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter