Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнă кун Шупашкарта палăк уçăлчĕ

Шăп 49 çул каялла, 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Андриян Григорьевич Николаев тĕнче уçлăхне вĕçнĕ. Сакăр çултан, 1970 çулхи утă уйăхĕнче, вăл космоса тепĕр хут парăнтарнă, уçлăхра 17 талăк та 17 сехет пулнă, ку вăхăт ун чухне чи вăрăмми шутланнă. Чăваш çĕрĕнче çуралнă виççĕмĕш номерлĕ космонавт наци паттăрĕ кăна мар, пĕтĕм тĕнче пĕлекен тата юратакан çын пулса тăнă. Пирĕн ентеш хăйĕн пархатарлă ĕçĕсемпе Раççейĕн тата ют çĕршывсен вун-вун наградине тивĕçнĕ. Чăваш Енĕн Паттăрлăхпа Ĕç Мухтавĕн Хисеплĕ Кĕнекине унăн хушаматне чи малтан кĕртнĕ. Андриян Григорьевич Николаев – пирĕн республикăн, Калуга, Каспийск, Махачкала, Нальчик, Ржев, Смоленск, Гюмри, Караганда, Дархан, София, Варна, Петрич, Плавен, Карловы Вары, Буир хулисен Хисеплĕ гражданинĕ. Уйăхăн тепĕр енчи кратерĕ, Франц Иосиф Çĕрĕ архипелаг çинчи пăрлă купол, Антарктидăри ту хысакĕ, пăрахутсем, нумай-нумай урампа шкул, çамрăк космонавтсен отрячĕ Чăваш Енĕн çăлтăрлă ывăлĕн ячĕпе хисепленсе тăраççĕ. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче, СССР летчик космонавчĕ, авиацин генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнă кун, Шупашкарта палăк уçăлчĕ. Паллă пулăма Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, космонавтăн пĕртен-пĕр хĕрĕ Елена Терешкова тата та ытти сумлă хăнасем пуçтарнăннă. Çак монумент – Космонавтика скверĕн пуçламăшĕ, вăл пирĕн ентешĕмĕрĕн пархатарлă ĕçĕсемпе паттăрлăхне кăтартакан символ пулса тăрĕ.



05 сентября 2011
18:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter