Улшăнусене икĕ вулавпа йышăнчĕç

Шухăшласассăн, Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетсĕр хĕрĕх пĕрремĕш сессийĕ лăпкă иртмеллеччĕ пек. Мĕншĕн тесен кун йĕркине кĕртме сĕннĕ ыйтусене парламентăн тăватă комитетĕнче, партисен Патшалăх Канашĕнчи пур фракцийĕ хутшăннипе тĕплĕ сÿ­­тсе явнă. Сăмахран, ун чухне коммунистсен партийĕн фракцийĕнчи депутатсем те «Чăваш Республикин «Раççей Федерацийĕн саккун акчĕ­­семпе Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче налукпа сборсене пухассине тата Чăваш Республикинче налук ыйтăвĕсене йĕркелессине татса парасси çинчен» саккунăн 36 тата 39 статйисене улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проекчĕн пур пункчĕсемпе те килĕшнĕ. Вĕсене ырланă та. Анчах темиçе кун иртсенех çакăн çинчен «тăнчах маннă». Фракци ячĕпе сăмах илнĕ Юрий Прохоров депутат пачах урăхла калаçма пуçларĕ: сесси проекта йышăнсан халăха хирĕçле ĕç пулать иккен, çавăнпа та ку ыйтăва кун йĕркинчен кăларма сĕнчĕ. Хăй çав вăхăтрах сесси пуçламăшĕнче кун йĕркине çирĕ­­плетессишĕн сасăларĕ. «Кутăнлашакан» коммунист-депутата ыттисен «ÿкĕте кĕртме» тиврĕ. Кун пек тĕлĕнтермĕш, юрать-ха, урăх пулмарĕ. Юлашкинчен парламентарисем асăннă саккун проектне икĕ вулавпа пур пĕрех йышăнчĕç.

Республика ертÿçин должноçĕн ячĕ малашне мĕнле пуласси пирки пуçланă калаçу депутатсен хушшинче икĕ шухăшлăх çуратрĕ: «Республика Президенчĕ» е «Республика Пуçлăхĕ»? Кашни депутат хăйĕн сĕнĕвне аргументсемпе çирĕплетме тăрăшрĕ пулин те малтанлăха вĕçне-хĕрне тухасси курăнмарĕ. Юстици министрĕ Надежда Прокопьева «Чăваш Рес­­публикин Конституцине улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проекчĕ пушă çĕрте çуралманнине ăнлантарчĕ, унта кĕртекен кашни улшăну çинчен пайăррăн каласа кăтартрĕ. Çакăн хыççăн тата Президент унта пурнăç хăй улшăнусем кĕртме хистени çинчен пĕлтерсен тин депутатсем йышăнăва çирĕ­­плетрĕç: пирĕн малашне «Республика Президенчĕ» мар, «Республика Пуçлăхĕ» пулĕ. Мордва Республикинче ăна 2005 çултах урăхлатнă, Мари Элсем пĕлтĕр, Удмурт Республикипе Атăлçи тăрăхĕнчи хăш-пĕр субъект кăçал улăштарнă. Çавăнпа пĕрлех депутатсем Конституцири тата Президент присягинчи темиçе сăмаха «пăрахăçларĕç». Çаксене вĕсем пĕтĕмпех Раççей Федерацийĕн саккун акчĕсемпе шайлаштарма тивнипе пурнăçларĕç.

Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012 тата 2013 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проектне сесси кун йĕркине «Чăваш Республикин бюджечĕн право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен» саккунăн 60-мĕш статйипе килĕшÿллĕн кĕртнĕ. Республикăн кăçалхи бюджечĕн тупăш тата тăкаксен пайĕсен калăпăшĕ федераци бюджетĕнчен тавăрса памалла мар транш шучĕ­­пе килекен 645,8 млн тенкĕ шучĕ­пе пысăкланать. Ку тĕлĕшпе икĕ енлĕ килĕшÿ пур ĕнтĕ. Асăннă укçа-тенкĕн пĕр пайне, тĕрĕсрех - 236,4 млн тенкине, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене пулăшма уйăрĕç. Çав шутран 55,5 млн тенки çĕнĕ финанс инструменчĕсен аталанăвĕн /микрофинансировани/ шучĕпе Элĕкпе Муркаш салисенчи бизнес-инкубаторсене оборудованипе тивĕçтерме кайĕ.

Раççей Правительствин кăçалхи утă уйăхĕнчи йышăнăвĕпе федераци бюджетĕнчен çамрăк çемьесене хваттер туянма е пурăнмалли çурт-йĕр тума социаллă тÿлев уйăрма палăртни çак категорири çынсемшĕн пысăк тĕрев пулнине ăнлантарма кирлĕ мар. Федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕр» тĕллевлĕ программăна пурнăçлама 2011-2015 çулсенче федераци бюджетĕнчен 114,1 млн тенкĕ уйăраççĕ. Республика Правительстви те çак тĕллевпе хăйĕн пайне хывать. Вăл сумма вара федерациринчен те пысăкрах - 324,4 млн тенкĕ. Пĕтĕмĕшле сумма - 438,4 млн тенкĕ.

Хальхинче ялсенчи физкультурниксемпе спортсменсене те манман. Хăвăрт хăпартмалли физкультурăпа сиплев комплексĕсем тума субсиди шучĕпе 44,8 млн тенкĕ килет. Федераци шучĕпех Йĕпреç поселокĕнче стадион тăвĕç. Ку ыйтăва та татса панă ĕнтĕ.

Тепĕр савăнăçлă хыпар та пур. Ялсенчи автомобиль тĕп трассипе çыхăнтаракан çулсенче юсама, хытă сийлĕ тума тата асфальт сарма 50,2 млн тенкĕ килĕ. Çулталăк вĕçлениччен çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен тепĕр 150,2 млн тенкĕ уйăраççĕ. Ĕçсĕррисем валли ĕç вырăнĕсем уçма, вĕсене вĕрентсе хатĕрлеме тата квалификацие ÿстерме, ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарма уйăракан пĕтĕмĕшле калăпăш 81,2 млн /57,9 млн Ç 23,3 млн/ тенкĕпе танлашать. Çавăнпа пĕрле сусăр çынсене инçет вĕренÿ мелĕпе тивĕçтерме - 28,7 млн, шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденийĕсене аталантарма - 15,8 млн, ачасен социализацийĕ валли 29,6 млн тенкĕ уйăрĕç. Транш шучĕпе килекен хушма укçапа Шупашкарти нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсĕç. «Комсомольски - Елчĕк - Пăва» автомобиль çулне çĕнетĕç, Шыравпа çăлав службине ятарлă оборудованипе тивĕçтерĕç. Тата ытти те...

Кĕскен калас тăк, улшăнусене шута илсен, республикăн кăçалхи бюджечĕн калăпăшĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан тупăш енĕпе 2,3 процент пысăкланать, 28 млрд та 241,1 млн тенкĕ пулать. Тăкаксем çавăн чухлех /2,1 процент/ ÿсеççĕ: 31 млрд та 686,3 млн тенкĕ. Дефицит улшăнусăр юлать - 3 млрд та 445,2 млн тенкĕ.

Депутатсем çавăн пекех ытти ыйтупа тимлĕ ĕçлерĕç, чылай саккуна улшăнусем кĕртрĕç, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕн кунне палăртрĕç, Патшалăх Канашĕнчи çак ятлă палата никĕсĕ çинче Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шут палатине туса хучĕç, миравай судьясене çирĕплетрĕç, парламентăн «Республика» хаçачĕн статусне улăштарчĕç, эксперт канашне çĕнĕ çынсене кĕртрĕç. (Ю. Степанов)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
05 сентября 2011
13:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter