“Наука чулĕ” - ăнтăлу палли

Коопераци институчĕ яланах ырă йăласемпе тата студентсене вĕрентес тĕлĕшпе пысăк опытпа палăрнă. Кунта паллă профессорсемпе преподавательсем ĕçлеççĕ. Аслă шкул администрацийĕ яланах самана таппипе утма, çĕнĕ информаци технологийĕсене ĕçе кĕртме тăрăшать.

Виçĕм кун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Президенчĕн Администрацийĕн Ертÿçи Александр Иванов Шупашкарти коопераци институчĕн студенчĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă.

Александр Иванов пĕрремĕш курс студенчĕсем Чăваш Енри чи паллă аслă шкулсенчен пĕрне вĕренме кĕнине, малашне пилĕк çул пĕлÿ, хăнăху илме хатĕр пулмаллине палăртнă.

“Çакна шанатăп: эсир вĕренÿ ĕçне тата институтăн общество пурнăçне хăвăрт хăнăхма тивĕç, - тенĕ Александр Иванов. - Республика сире уйрăмах шанать. Наука-техника прогресне хăвăртлатасси, экономикăн чи паллă тытăмĕсене аталантарасси, обществăн ăс-тăн тата ăс-хакăл вăй-хăватне ÿстересси шăп сирĕнтен килет те ĕнтĕ. Тепĕр 5-6 çултан çак çуртран ăста ертсе пыракансем, пултаруллă товароведсем, бухгалтерсем, пĕр сăмахпа каласан - хăйсен ĕçне чунран парăннă çынсем, кирек мĕнле кăткăс ыйтăва та татса пама пултаракансем тухĕç. Шупашкарти коопераци институчĕн чысне ан ярăр!”

Пĕлÿ кунĕн тĕп шăнăрĕ - институт умĕнчи тÿремре “Наука чулĕ” паллăна вырнаçтарни пулнă. Икĕ тоннăна яхăн таякан гранита Казахстанран кÿрсе килнĕ. Ун çине “Йывăрлăхсем урлă - çăлтăрсем патне” тесе çырнă. “Наука чулне” уçнă ятпа студентсем хăйсен шухăш-ĕмĕчĕсене палăртнă, сывлăша шарсем вĕçтерсе янă.

Шупашкарти тĕн училищин ректорĕ Михаил атте студентсене пурнăç чăнлăхĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме, лайăх этем пулса ÿсме, çынсене çутлăх, юрату тата ырăлăх кÿме суннă.

Раççей университечĕн Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ Валерий Андреев пĕрремĕш курса кĕнисене студентсен атрибутне - пĕлÿ çăрине тата студент билечĕсене панă. (Г. Степанов)

 



Республиканская газета "Хыпар"
05 сентября 2011
11:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter