Чăваш çăлтăрĕ сÿнмĕ нихăçан А.Г.Николаев космонавт лăтчик çуралнăранпа 82 çул çитнĕ май

 Чăваш халăхĕн историйĕ пин-пин çул каялла пуçланнă. Çак тапхăрта кашни чăваш тÿпере хăйĕн çăлтăрне шыранă, ăна тупса пуç таясшăн пулнă, çăлтăр ăна телей кÿрессе, пурнăç çулне çутатасса шанса ĕмĕтленнĕ. Шуршăл ялĕнче çуралса ÿснĕ Андриян та /ачалăхра ăна Ондрейка тесе чĕннĕ/ çав шутрах пулнă.

Вăл та çуллахи ăшă каçсенче улăхри выртмара тÿпене пăхса хăйĕн çăлтăрне шыранă. Тупнă-и вăл ăна, хăш вырăнарах унăн çăлтăрĕ – кун çинчен Андриян Григорьевич каланине пире илтме тÿр килмерĕ, анчах 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче вăл чăваш халăхĕн çăлтăрĕ пулса тăнине эпир аван пĕлетпĕр.

Çак çăлтăр 1929 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуталса кайнă /çуралнă/, анчах та чăн-чăн çути 1962 çулта Андриян Григорьевич пĕрремĕш хут космоса вĕçсен ялкăшма тытăннă. Уйрăммăнах Андриянăн çăлтăрĕ 1970 çулта тĕнче уçлăхне иккĕмĕш хут тухсан, Совет Союзĕн Геройĕн ятне иккĕмĕш хут тивĕçсен пĕтĕм тĕнчене татах та вăйлăрах çутатма тытăннă. 49 çул хушшинче унăн çути тĕксĕмленме мар, çултан çул вăйлăрах ялкăшса пынă. Паянхи кун та вăл хĕвел пек. Çакна эпир республикăра та, унăн тăван ялĕнче те, Мемориал комплексĕнче те куратпăр. Юлашки кунсенче ун вил тăпри патне килекенсен шучĕ ÿссех пырать. Андриян вил тăпри çине чечек хума кĕнĕ çынсенчен илтнĕ «Эпир музейре темиçе хут та пулнă, халĕ хамăр паттăра пуç таясчĕ, умне чечек хурасчĕ кăна» сăмахсем чуна мăнаçлăх туйăмĕпе тултараççĕ, паллă ентешĕмĕрĕн ятне каллех çăлтăрсем патне çĕклеççĕ. Çынсем пурте ăна «Хамăрăн, пирĕн» теççĕ, ун умне чечек хураççĕ, ăна чунран хисепленине палăртаççĕ. Андриян пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа иртнĕ 7 çул хушшинче унăн вил тăпри çинчи часавая кам та пулин кĕмен кун иртмен. Апла тăк Улăп паттăра чăваш халăхĕ нихăçан та асран кăлармĕ.

Унăн çутă сăнĕ, ырă ячĕ кĕнекесенче, палăксенче, кинофильмсенче, уйрăмах Космонавтика музейĕсенче ĕмĕрех упранĕ.

Çакăн çинчен сăмах пырĕ Раççей космонавтикин çулталăкĕ ячĕпе тата пĕрремĕш космонавт Ю.А.Гагарин тĕнче уçлăхĕнче пулнăранпа 50 çул тултарнă май авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шуршăлти А.Г.Николаев Мемориал комплексĕнче иртекен «Космос çулĕ» ăслăлăх практика конференцийĕнче. Унта А.Г.Николаев тĕнче уçлăхĕнче пĕрремĕш хут пулнăранпа 50 çул çитнине тивĕçлĕ кĕтсе илес ыйтăва татса параççĕ. Ыйтусен кăсăклăхĕ кăмăл туса хутшăнакан кашнин сĕнĕвĕнчен нумай килĕ.  (З. Антонова)



Республиканская газета "Хыпар"
05 сентября 2011
11:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter