Елчĕк районĕ: урхамахсем тăраç тапăртатса...

Иртнĕ кану кунĕнче Елчĕкри ипподромра çуллахи сезон хупăннă ятпа лаша спорчĕн уявĕ иртнĕ. Унта Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Вăрмар, Комсомольски, Пăва (Тутарстан) районĕсенчи, Ульяновск облаçĕнчи лаша спортне юратакансем хăйсен урхамахĕсемпе ăмăртнă. Лашасене чуптарни _ куракансем чăннипех юратакан, кĕтекен ăмăртусенчен пĕри. Кĕрхи ĕçсен хĕрỹ тапхăрĕ пырать пулин те ипподрома хальхинче те халăх йышлă пуçтарăннă. Пĕчĕк урапа кỹлнĕ рысаксен чупăвне 12 экипаж хутшăннă. Вĕсем икĕ çаврăмлă, 1600 метрлă дистанцире мăшăрăн чупса тупăшнă. Унта чи лайăх вăхăт кăтартнă 5 экипаж çĕнтерỹçĕ ята çĕнсе илессишĕн тупăшнă. И.Галимзянов (Пăва) тытса пыракан "Пульман" рысак финиша чи малтан çитнĕ. Анчах Ульяновск хулинчен килнĕ тĕп судья, Раççей категориллĕ судья В.Марков "Пульман" юрттăн чупмалли дистанцире сиккипе чупнине асăрханă. Çавăнпа ăна пĕрремĕш мар, иккĕмĕш вырăна хăварнă. Шупашкартан килнĕ В.Краснов тытса пыракан "Сахалин" ятлă урхамах та ăмăрту йĕркисене пăснине курмасăр иртмен, ăна виççĕмĕш вырăна тухнине палăртнă. Çĕнтерỹçĕ вара Шупашкартан килнĕ А.Каргин. Вăл тытса пыракан "Пафос" рысак дистанцие пĕр тикĕс, ăмăрту правилисене пăсмасăр чупса тухнă. Тĕп ушкăн ăмăртиччен мăшăрăн чупса 5-10-мĕш вырăнсене йышăннă урхамахсем хушшинче хавхалантару чупăвĕ те илĕртỹллĕ иртнĕ. Кунта та тĕп судья тимлĕ пулнă. Ульяновск облаçĕнчи П.Сидоров тытса пыракан "Кедр" рысак çĕнтернине палăртнă. Юлан утçăсен ăмăртăвне хальхинче виççĕн хутшăннă. Иккĕшĕ Комсомольски районĕнчи Шурут ялĕнчен тата "Комбайн" ЯХПКран. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене хăнасем çĕнсе илнă, Г.Ельцов "Алика" лашапа ăмăртса виççĕмĕш вырăна тухнă. Лаша спорчĕн ăмăртăвне Çĕнĕ Эйпеçре пурăнакан, таса ăратлă лашасем ĕрчетекен А.Осипов пуçарнипе тата район администрацийĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Ăмăрту вĕçленсен район пуçлăхĕ- районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый ăна тата ăмăртăва хутшăннă участниксене тав тунă, çĕнтерỹçĕсене призсем парса чысланă. Лаша спорчĕн ăмăртăвĕ вăхăтĕнче Шупашкартан килнĕ С.Павлов ертсе пыракан артистсем,  районти "Варкăш" тата "Мерчен" ансамбльсем куракансене юрă-ташăпа савăнтарнă.

Căн галерейи



06 сентября 2011
14:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter