«Аттене асран кăларманшăн пурне те тав...»

Ĕнер Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Андриян Николаевăн хĕрĕпе Елена Терешковăпа /Николаевăпа/ тĕл пулнă.

«Шупашкар хули палăрмаллах улшăннă - тасарах, çутăрах пулса тăнă. Тĕлĕнмелле лайăх çулсем уйрăмах савăнтарчĕç. Чăваш Ен тĕп хулинче - кăмăла ăшăтакан лару-тăру, кунта чун канать», - палăртнă Михаил Игнатьевпа калаçнă чухне Елена Терешкова.

«Тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ виççĕмĕш космонавт, Чăваш çĕрĕ çинче çуралнă Андриян Николаев чăваш халăхне пĕтĕм тĕнчипех чапа кăларнă. Эпир унпа мухтаннă, мухтанатпăр, мухтанăпăр та. Эпĕ вăл пирĕн пата тĕл пулусене пынине, Шуршăлтан Сĕнтĕрвăррине вĕренме çÿрени, уй урлă çуран утни, тÿпене, çăлтăрсене сăнаса ĕмĕтленни çинчен каласа кăтартнине ас тăватăп. Вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланă - космонавт пулса тăнă», - тенĕ республика пуçлăхĕ.

Ĕнерех Елена Терешкова СССР космонавт летчикĕн мемориал комплексĕнче пулнă: «Чаплă комплекс, вăл ăс-хакăл пуянлăхне упраса хăварма, çамрăксене Тăван çĕр-шыва юратма хăнăхтарса ÿстермешкĕн кирлĕ. Аттешĕн çапла тăрăшнăшăн пысăк тав сире тата çĕре çити тайма пуç».

«Çакă символла: çĕр-шыв Президенчĕ Дмитрий Медведев пĕлтернĕ Раççей Космонавтикин çулталăкĕнче Чăваш Ен тĕп хулинче чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн палăкĕ уçăлать. Эпир ырă ĕçсене малалла пурнăçлăпăр», - шантарса каланă Президент.

Елена Терешкова республика ертÿлĕхне кал-кал ĕçленĕшĕн тав тунă. «Чăваш Енре ĕçчен çынсем пурăнаççĕ, çакă тÿрех курăнать. Палăк çинчен калама ĕлкĕрчĕç кăна - туса та лартрĕç». Президент палăртнă тăрăх Андриян Николаев палăкне çĕклени - Космонавтика скверне йĕркелес ĕçри пĕрремĕш тапхăр, вăл Шупашкар хулин визит карточки пулма тивĕçлĕ: «Монументпа сквер пирĕн ентешĕн нимĕнпе танлашми паттăрлăхĕн, паллă çитĕнĕвĕсен символĕ пулĕç». Республика пуçлăхĕ хула влаçĕсене тата республикăн Культура министерствине палăка каçхи вăхăтра çутатас, сквера килĕшÿллĕ йĕркелес ыйтупа ĕçлеме хушнă.

Пин-пин арçын ачапа хĕр ачашăн Андриян Николаев тĕслĕх илмелли чăн-чăн çын пулнă. Паян та нумай ача космонавт пекех хăйĕн ĕмĕчĕсене пурнăçлама ăнтăлать. А.Г.Николаев космонавт летчик ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 10-мĕш вăтам шкулта пулса Михаил Игнатьевпа Елена Терешкова çакна тепĕр хут курса ĕненнĕ.

«Çак шкулта вĕренесси - пысăк чыс тата мăнаçлăх. Андриян Николаев ырă кăмăллă, мал ĕмĕтлĕ, паттăр çын пулнă, хăйĕн тăван тăрăхне чун-чĕререн юратнă. Çаксем пĕтĕмпех ăна ĕмĕчĕсене пурнăçлама пулăшнă. Сирĕнтен кашниех хăйĕн ĕмĕтне пурнăçласса шанатăп. Космонавтăн уçăмлă тĕслĕхĕ ырă ĕçсем тума хавхалантарĕ, эсир те лайăх çынсем пулса ÿсессе шанатăп. Аçăр-аннĕре тимлĕ итлемелле, вĕрентекенсене илтмелле, çакăн чухне эсир ăнăçусем тăватăрах», - палăртнă Президент.

«Ырă чун-чĕреллĕ учительсем ĕçлекен шкула кашнинчех хумханса килетĕп. Эсир - тĕлĕнмелле ачасем, космонавтикăна лайăх пĕлетĕр, кăсăклă ыйтусем паратăр. Куратăп, космоса тĕпчес енĕпе нумай ĕçлетĕр. Аттене асран кăларманшăн пурне те тав», - тенĕ Андриян Николаев хĕрĕ Алена. (А.Львова)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
06 сентября 2011
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter