ЖКХ хĕле хатĕр-и?

Президент эрнесерен ирттерекен планеркăра ĕнер çуллахи сывлăха çирĕплетмелли кампание пĕтĕмлетнĕ, çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленессине сÿтсе явнă.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Венера Муллина çулла 77 пин ытла ача канăвне йĕркелеме май килнине пĕлтернĕ. 6,8 пин ытла çамрăка вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, çуллахи тапхăр ăнăçлă пулнă.

Вице-премьер - строительство министрĕ Александр Гончаров хальхи вăхăтра инженерипе коммуналлă инфратытăма кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрлени çинчен каласа панă. Улатăрти çĕнĕ котельнăй монтажне, Етĕрнери тата Сĕнтĕрвăрринчи спирт завочĕсен поселокĕсенчи нумай хваттерлĕ çуртсене уйрăммăн хутса ăшăтмалла тăвассине тĕплĕ тĕрĕслесе тăраççĕ. Подрядчиксене ĕçсене çанталăк сивĕтиччен вĕçлеме хушнă.

ЖКХ организацийĕсем топливо саппасĕсене хатĕрлеççĕ. Çĕр кăмрăкĕпе мазута кирлин 89% туяннă.

Министр ЖКХ предприятийĕсен топливăпа энерги ресурсĕсемшĕн капланнă парăмĕ ерипен чакнине палăртнă. Сăмахран, Улатăр, Элĕк, Йĕпреç, Çĕмĕрле тата Елчĕк районĕсен, çавăн пекех Шупашкар хулин администрацийĕсен усă курнă газшăн парăм çук. Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне районĕсен, Улатăрпа Çĕмĕрле хулисен администрацийĕсем парăмсене татайман-ха.

Бюджетсенчен уйăракан укçапа Шупашкарта нумай хваттерлĕ 41 çурта юсама палăртнă. Пĕтĕмпе вара республикăра 138 çурт çĕнелĕ. Сивĕтиччен вăхăт пур-ха. Çавна май Александр Гончаров кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрленес тĕлĕшпе çивĕчлĕх пулмасси пирки каланă. Апла пулин те Президент управляющи компанисем, уйрăмах тÿрĕ кăмăллăх çине алă сулакан, укçа пухассишĕн кăна çунакан пĕр кунлăх фирмăсем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарнă: «Тишкерекен тема питĕ çивĕч. Хамăн «Çамрăксене шанмалла!» Çырура эпĕ çак сферăри çивĕч ыйтусене уçăмлă палăртнăччĕ. Çырăва пурнăçламалла». (К. Семенов.)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
06 сентября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter