Çĕкленчĕ палăк ...

Ĕнер чăваш халăхĕ хăйĕн мухтавлă ывăлĕ - СССР космонавт летчикĕ, авиаци генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев - çуралнăранпа 82 çул çитнине паллă турĕ, çавна май республикăра чылай мероприяти иртрĕ.

Шупашкарти Николаев космонавт тата Калинин урамĕсем хĕресленнĕ çĕрте те çын йышлă пухăнчĕ - шăп çав вырăнта Андриян Николаевăн палăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев, тĕнче уçлăхне парăнтарнă ентешĕмĕрĕн, виççĕмĕш космонавтăн хĕрĕ Елена Терешкова тата тăванĕсем, министерство-ведомство ертÿçисем, депутатсем, ветерансем, сумлă хăнасем, шкул ачисем хутшăнчĕç.

- Ку палăка чăвашсен авалтан пыракан ырă йăлипе - ниме мелĕпе - турăмăр. 2011 çула Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев Космонавтика çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Шăпах Космонавтика çулталăкĕнче Шупашкарта чăваш халăхĕн манăçми ывăлĕн палăкĕ уçăлать. Андриян Григорьевич тĕнче уçлăхне çĕкленсе чăваш халăхне чапа кăларчĕ. Вăл космоса парăнтарнăранпа тепĕр çул çур ĕмĕр çитет. Çавăнпа ырă ĕçсене малалла та тăсăпăр, - пĕлтерчĕ Чăваш Ен ертÿçи Михаил Игнатьев.

Андриян Григорьевичăн хĕрĕ Елена Терешкова /сăн ÿкерчĕкре Чăваш Ен Президенчĕпе/ Чăваш Енре пурăнакансене хăйĕн ашшĕне асрах тытнăшăн, сума сунăшăн тав турĕ.

- Атте хăйĕн Тăван çĕр-шывне, Шуршăла питĕ юрататчĕ, ентешĕсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшатчĕ. Çак ен мана та куçрĕ. Халĕ эпĕ хамăн ачасене Чăваш Ене юратма хăнăхтаратăп. Палăкшăн та, атте ячĕпе тунă ырă ытти ĕçшĕн те тайма пуçăм сире, - терĕ Елена Андрияновна.

Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов çак кун Чăваш Енĕн тĕп хулишĕн истори тĕлĕшĕнчен паллă пулăм пек асра юлассине пĕлтерчĕ.

- Андриян Николаевăн палăкĕ валли çак вырăна ахальтен суйласа илмен, - палăртрĕ вăл. - Ку урам пирĕн чи паллă ентешĕмĕрĕн ячĕпе хисепленет. Унта Андриян Григорьевич ячĕллĕ шкул тата парк вырнаçнă. Ырă йăлана малалла тăсса паян палăк уçатпăр. Анчах та çакă - асăннă сквера хăтлăлатас ĕçĕн пуçламăшĕ çеç. Кунта çывăх вăхăтрах космос тематикипе çыхăннă объектсене, космос карапĕсен фрагменчĕсене, хамăрăн ытти космонавтсен бюсчĕсене вырнаçтарăпăр.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Илья Прокопьев пухăннисене Чăваш Республикин Вăрçă, ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата право хуралĕн органĕсен ветеранĕсен /пенсионерĕсен/ общество организацийĕ ятĕнчен саламларĕ, çак палăк Андриян Николаевăн ятне ĕмĕр асра хăварма май панине каларĕ. Вăл та, палăк скульпторĕ Владислав Немцев та сăваплă ĕçе хутшăннисене чĕререн тав турĕç. Шупашкарти А.Г.Николаев ячĕллĕ 10-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем уяв концерчĕпе савăнтарчĕç. (И. Клементьева)

 

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
06 сентября 2011
14:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter