Чăваш патшалăх филармонине йĕркеленĕренпе - 75 çул

Чăваш патшалăх филармонине йĕркеленĕренпе авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче 75 çул çитнĕ. Вăл Чăваш патшалăх хорĕн (1939 çултанпа - Юрăпа ташă ансамблĕ), симфонипе вĕрсе каламалли оркестрсене пĕрлештернĕ. Унсăр пуçне филармони çумĕнче çамрăк мусăкçăсен - Шупашкарти музыка техникумне пĕтернисен - хĕлĕхпе калакансен квартечĕ чăмăртаннă. Кĕсле калакансен ансамблĕ те йĕркеленме пуçланă. 1959 çулта 325 вырăнлă концерт залне хута янă. Филармонин пĕрремĕш директорĕ - Иосиф Люблин композитор тата пианист.Хальхи вăхăтра асăннă учреждени республика культура пурнăçĕн центрĕ шутланать. Вăл классикăна, хальхи вăхăтри (çав шутра чăваш профессионал музыка искусствине те) произведенисене халăх патне çитерет. Филармонин пултарулăх йышĕнче çак коллективсем ĕçлеççĕ: «Çавал» фольклорпа эстрада, «Çеçпĕл» эстрада ансамблĕсем, «Чăваш Ен» ушкăн, камерлă оркестр, музыка лекторийĕ, хăйне евĕрлĕ жанр артисчĕ Святослав Шаронов, миниатюра театрĕ. Чăваш патшалăх филармонийĕн пĕлтерĕшлĕ проекчĕсен хушшинче халăхра палăрнисем: «Нарспи» мюзикл, «Авалхи сас» музыкăпа театрализациленĕ программа (вĕсене ЧР Президенчĕн гранчĕн укçипе кăларнă), ачасен чăваш юррин «Мехел» республика телекурав конкурсĕ.

Кăçалхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче филармони йĕркеленнĕренпе 75 çул çитнĕ ятпа кунта уяв концерчĕ иртĕ. (Н.Смирнова «Хыпар»)



07 сентября 2011
11:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter