Тĕнче велочупăвĕнче - Чăваш Ен хĕрĕсем

Швейцарин Шампери хулинче маунтинбайк енĕпе тĕнче чемпионачĕ вĕçленнĕ. Унта Владимир Краснов тренер пулăшнипе ăсталăх туптакан Чăваш Енĕн виçĕ хĕрĕ - Ирина Калентьева, Вера Андреева, Ксения Кириллова - кросс-кантрире ăмăртнă.

Тупăшăвăн пĕрремĕш кунĕнче Вера Андреева хушма эстафетăра вăй виçнĕ, пирĕн çĕр-шыв командин 13-мĕш кăтарту пулнă. Авăнăн 1-мĕшĕнче Ксения Кириллова 23 çултан кĕçĕнреххисен велочупăвне хутшăннă. Вăл Китайри Универсиадăра “ылтăн” çĕнсе илни çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Студентсен спорт форумĕ хыççăн вăл тÿрех тĕнче чемпионатне çул тытнă. Çĕнех мар велосипед Шамперири ăмăрту вăхăтĕнче чăрмав кÿнĕрен Ксюшăн 17-мĕш вырăнпа çырлахма тивнĕ.

Авăнăн 3-мĕшĕнче хĕрарăмсен элита ăмăртăвĕ иртнĕ. Ирина Калентьева - тĕнчен икĕ хут чемпионки - тăваттăмĕш вырăн йышăннă, Вера Андреева - 16-мĕш. Вера кăçал 23 çул тултарнăран аслă та пысăк опытлă велочупуçăсен ушкăнĕнче - çĕнĕ çын. Çивĕч кĕрешÿре Вăрмар хĕрĕ пĕлтĕрхи чемпионатри хăйĕн кăтартăвне самай лайăхлатнă, континент шайĕнчи сумлă та паллă спортсменкăсене - Сабина Шпиц германкăна тата Элизабет Осль австрийкăна - хыçа хăварма пултарнă.

Тĕнче чемпионачĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Раççейри хĕрарăмсен команди çиччĕмĕш вырăн йышăннă. Çакăнта Чăваш Ен хĕрĕсен тÿпи пысăк. Ăмăрту вĕçленсен 2012 çулта Лондонра иртекен Олимп вăййине хутшăнма лицензисем панă. Малтан маунтинбайк енĕпе Раççей хĕрарăмĕсен пĕр путевка - Ирина Калентьевăн - çеç пулнă. Чемпионатра спортсменкăсем очкосен хисепĕпе тата тепĕр çын валли Аслă Британири Олимпиадăра тупăшма ирĕк çĕнсе илнĕ. Çĕр-шыв велочупуçисенчен Ирина Калентьева хыççăн Вера Андреева чи лайăх вăхăт кăтартнăран шăпах вăл иккĕмĕш путевкăна тивĕçнĕ. (Т. Тимукова )



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
07 сентября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter