Суйлав ыйтăвĕ тавра

«Суйлавччен вăхăт пур-ха», - теме пулатчĕ ахăртнех. Анчах палăртнă вăхăт сисĕнмесĕрех ума килсе тăрать. Раççей Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсене пĕр кун - раштавăн 4-мĕшĕнче - суйлĕç. Çав кунах вырăнти влаç тытăмĕнчисем те мандат илме пултарĕç.

Раççей Президенчĕпе Чăваш парламенчĕ суйлав хăш кун иртессине пĕлтерсенех политика партийĕсемпе вĕсен регионсенчи уйрăмĕсем, общество юхăмĕсем «вăранчĕç».

Республикăри Тĕп суйлав комиссийĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие тĕплĕн хатĕрленет. Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне республикăра бюллетень илме тивĕçлĕ 989 пин те 5 суйлавçа списока кĕртнĕ, Тĕп суйлав комиссийĕпе пĕрле 28 территори тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчи участок суйлав комиссийĕсен йышне çĕнетнĕ, 59 суйлав участокĕнче сасăсене шутламалли «Колби» электрон комплекс вырнаçтарнă, суйлав округĕсене йĕркеленĕ, схемине çирĕплетнĕ.

Çак тата суйлавпа çыхăннă ытти ыйту çинчен сăмах пычĕ Тĕп суйлав комиссийĕ /ТСК/ республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли йĕркеленĕ пресс-конференцире. ТСК председателĕ Александр Цветков журналистсене хăй ертсе пыракан тата ăна пăхăнакан тытăм çулталăк вĕçĕнчи суйлава мĕнле хатĕрленнипе, çак тапхăрти хăйсен тĕп ĕçĕнчи тĕллевсемпе тата мĕнле принципсене пăхăнса ĕçлессипе тĕплĕн паллаштарчĕ, пичет тата электрон кăларăмĕсен ыйтăвĕсене туллин хуравларĕ. Кунсăр пуçне суйлав кампанийĕ пынă вăхăтра суйлав процесĕнче кирлĕ информаципе тивĕçтерчĕ: кандидатсене сĕнесси, вĕсене регистрацилесси, суйлав округĕсемпе участокĕсене йĕркелесси, агитаци тапхăрĕ - пĕтĕмпех уçăмлă пулмалла.

«Массăллă информаци хатĕрĕсем малтанхи кунсенченех суйлавпа кăсăкланма тытăнни - ырă паллă. Апла тăк суйлав йĕркеллĕ, суйлавçăсен хастарлăхĕ ÿснипе тата партисемпе вĕсен кандидачĕсемшĕн лайăх кăтартусемпе вĕçленессине шанма пулать, - пĕтĕмлетрĕ тĕл пулăва Александр Цветков. - Эпир сирĕнпе çак пÿлĕмре татах тĕл пулăпăр. Халăха ăнлантармалли, каласа памалли сахал мар. Эсир мар тăк çак ĕçе кам лайăхрах тăвĕ?..» (Ю. Петров)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
07 сентября 2011
09:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter