Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕсем Алексей Кубринпа Николай Овсиенко Чăваш Енре ĕçлĕ çул çӳревпе пулнă

Паян Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕсем Алексей Кубринпа Николай Овсиенко Чăваш Ене ĕçлĕ çул çӳревпе килсе çитнĕ. Вĕсем хĕвел модулĕсем туса кăларакан «Хĕвел» тулли мар яваплă обществăра пулса курнă, «Пике» пĕрлешĕвĕн инвестици вăй-хăвачĕпе паллашнă. Ун хыççăн Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев тата хăнасем «ЭКРА» наукăпа производство предприятине çитнĕ. Предприятин генеральнăй директорĕ Олег Саевич вĕсене хăйсен малашнехи ĕç планĕпе паллаштарнă. «2010 çулта пирĕн ĕçченсен ĕç укçин вăтам шайĕ 37,8 пин тенкĕпе танлашнă. Пысăк тавра курăмлă специалистсене пула кĕске вăхăт хушшинчех предприяти тĕнчере ырă ят çĕнсе илнĕ «АВВ», «Siemens», «Alstom» пĕрлешÿсемпе пĕр рете тăма, рынока хамăрăн сайра тĕл пулакан ĕçсене сĕнме пултарчĕ», - тесе пĕлтернĕ ертӳçĕ. Максим Гурьянов çамрăк инженер предприятире тăватă çул ĕçлет. «Ĕçлеме килĕшет, малалла ӳсме те майсем пур»,- хăй шухăшне палăртать çамрăк инженер. «Промышленность отраслĕн кăтартăвĕсене ӳстерме «Росатом», «Роснанотех», «РусГидро» АУО, «Раççей чукун çулĕсем» АУО патшалăх корпорацийĕсемпе тунă килĕшӳсем те пулăшаççĕ», - тесе хушса хунă Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев.

Малалла хăнасем Эгер бульварĕнчи картиш вырăнĕсене мĕнлерех тирпей-илем кĕртнипе паллашнă. Асăннă ĕç «Единая Россия» партин «Раççей хулисенчи çĕнĕ çулсем» проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланать. Микрорайонта пурăнакан 900 ытла çынна çатма пек тикĕс асфальт тата таврари тирпейлĕх чăн-чăн савăнăç кÿрĕç. Кунти картиш вырăнĕсене архитектурăн пĕчĕк капашлă япалисене 308 пин тенкĕлĕх вырнаçтарма палăртнă. Аса илтерсе хăваратпăр, «Единая Россия» партин пуçарăвĕпе пурнăçланакан «Раççей хулисенчи çĕнĕ çулсем» федераци программи кăçал Шупашкарти 241 çуртăн картиш вырăнĕсене палăрмаллах лайăхлатма май парĕ. Чăваш Ен Президенчĕ тата сумлă хăнасем хула çыннисемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă. Çынсене ытларах çăмăл автомашинăсем лартмалли вырăнсем тăвасси, нумай хутлă çуртсенче юсав ĕçĕсем туса ирттересси, хулари 19-мĕш шкул патне илсе пыракан çулăн пахалăхĕ тата ытти хăш-пĕр ыйту канăç памасть. Президент хула влаçĕн ертӳçисене çав ыйтусене вăхăтра пăхса тухма тата вĕсем çине тивĕçлĕ хуравсем пама хушса хăварнă. «Кун пек чухне халăх тĕрĕслевĕсем кирлĕ. Вырăнти влаçсем бюджет укçипе тĕрĕс усă курнине сирĕн пĕлсе тăмалла, пурнăçлакан ĕçсен пахалăхне те асăрхаса тăма тăрăшас пулать»,- тенĕ Михаил Васильевич. Вăл çавăн пекех кăçал нумай хутлă çуртсене юсав ĕçĕсем туса ирттерме ытти çулхисемпе танлаштарсан виçĕ хут ытларах укçа-тенкĕ уйăрса хăварни çинчен те уйрăммăн палăртса хăварнă. Республика Президенчĕ асăннă пограмма 2012 çулта та малалла ĕçлессине шантарнă. Кăçал ку программăпа хулари картиш вырăнĕсен 40,8 процентне юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă. Ытти çуртсенче пурăнакансен вара кăштах кĕтме тивет. «Пĕр самантарх пур ĕçе те пурнăçлама май килмĕ. Юсав ĕçĕсем ыйтакан кашни çурт çинченех эпир пĕлсе тăратпăр, вăхăчĕпе вĕсене те йĕркене кĕртĕпĕр», - палăртнă Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев. «Енчен те маларах кам-тăр кивĕ çуртран куçса кайма шутланă пулсан, халĕ юсав ĕçĕсем пуçланасси çинчен пĕлнĕ хыççăн, тен, хăйĕн шухăшне улăштарса кунтах пурăнма юлĕ», - тесе хушса хунă калаçăва хутшăннă май Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Алексей Кубрин.

 



08 сентября 2011
18:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter