Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Финанс тытăмĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани
Финанс ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!
Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕ – хăйĕн пĕлĕвне тата пĕтĕм вăй-халне финанс сферинчи çирĕплĕхе упраса хăварассипе, бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курассине тивĕçтерессипе çыхăннă пултаруллă ĕçе паракан мĕн пур ĕçченшĕн уйрăмах паллă кун.
Финанс ĕçĕн специалисчĕсем пурнăçлакан ĕçĕн пĕлтерĕшĕ кунсерен ÿссе пырать. Шăпах эсир хăвăр ĕçĕрте пултаруллă, тирпейлĕ тата тимлĕ пулни республикăри предприятисемпе организацисене малалла çирĕппĕн аталанма май парать, Чăваш Енри районсемпе хуласенчи экономика пурнăçне ăнăçлăрах тăвать.
Паян Чăваш Енĕн финанс тытăмĕнче тÿрĕ кăмăллă, республикăра пурăнакан çынсен умĕнчи хăйсен яваплăхне çирĕппĕн туйса тăракан чăн-чăн ăстаçăсем ĕçлеççĕ тесе шанчăклăнах калама пулать. Çакна çирĕплетекенни – регион бюджечĕ, вăл социаллă тĕллевлĕ тата Чăваш Республикин Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2020 çулчченхи стратегийĕнче палăртнă чи пĕлтерĕшлĕ тĕп виçесене тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçа кĕртессине тĕпе хурать.
Финанс сферинче вăй хуракан ĕçченсене çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем, телей тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин
Президенчĕ Михаил Игнатьев.