Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çемйипе пĕрле Шупашкар хулинче Пукрав-Татиана чиркĕвĕнчи ирхинехи Тĕн литургине хутшăннă

Кăрлачăн 7-мĕшĕнче, Христос Çуралнă кун, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çемйипе пĕрле Шупашкар хулинче Пукрав-Татиана чиркĕвĕнчи ирхинехи Тĕн литургине хутшăннă. Ăна Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава ирттернĕ. Уява халалланă служба темиçе сехете тăсăлнă. Чиркĕве православи тĕнне ĕненекен çĕр ытла çын пухăннă, вĕсем Турă çуралнă ятпа кĕлĕ тума пынă. Палăртса хăваратпăр: çак кун Çветтуй Чиркÿ Турă ÿтленсе пулнине - Иисус Христос Çÿл Хуçамăр этемлĕхе çăлаканĕ çуралнине мухтать. Çав каçхине уяв ячĕпе пирĕн республикăра тата пĕтĕм Раççейĕпе Вырăс Православи чиркĕвĕн храмĕсенче кĕлĕсем иртнĕ.



10 января 2012
09:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter