Шкул библиотекисем пуянланчĕç

Пуçламăш классенче вулав пĕлтерĕшĕ питех те пысăк. Шăпах çак вăхăталла этемĕн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пахалăхĕсем, ĕç-хĕл тĕсĕсем никĕсленеççĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем илемлĕ ÿкерчĕклĕ, кăсăк содержаниллĕ кĕнекенсем вулама юратаççĕ.

Çĕнĕ çул умĕн шкул библиотекисем çĕнĕ илемлĕ литературăпа пуянланчĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви çирĕм пине яхăн Чăваш кĕнеке издательстви хатĕрленĕ илемлĕ те паха содержаниллĕ кĕнекесем туянса пачĕ. Петĕр Çăлкуç, Раиса Сарпи, Николай Ишентей, Лидия Сарине тата ытти нумай çыравçă хайлавĕсем пĕчĕк вулакансене шкул библиотекинче кĕтеççĕ.



10 января 2012
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter