Тăвай районĕ: аталану ыйтăвĕсемпе

Ĕнер ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи Канашĕн çĕнĕ çулти пĕрремĕш анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, федераллă тата республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен районти уйрăмĕсен тата район центрĕнчи предприятисен ертÿçисем хутшăннă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев Çĕнĕ çулпа Раштаври уяв мероприятийĕсен итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, йĕркелĕхпе хăрушсăрлăх тата халăха тивĕçтерекен службăсене праçниксем вăхăтĕнче тикĕс ĕçленĕшĕн тав тунă. Юрий Егорович çывăх вăхăтра районăн 2011 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетме кирлине, кăçал валли конкретлă задачăсем палăртмаллине, вĕсене пурнăçлассипе кашни ялпах мероприятисен планне туса хатĕрлемеллине кăтартса панă. 2012 çулхи тĕп задачăсен шутĕнче районти тĕп больница çуртне капиталлă юсав тума, физкультурăпа спорт комплексĕ тăвассине вĕçлеме тата Тăвай ялĕнче çĕнĕ ача сачĕ, Мучарти вăтам шкулăн çĕнĕ çуртне тăвас ĕçсене пуçлама палăртса хунă. Кăçал çавăн пекех нумай хваттерлĕ 7–8 çурта тĕплĕ юсав тăвассипе тата райцентрти нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенче пуринче те харпăр хăй газпа ăшăтмалла тăвасси çине куçассипе ĕçлеме пуçламалла, Тăвайри стадиона типлă хоккей коробки, пластик ларкăчсемпе трибунăсем вырнаçтарса, ăмăртса чупмалли çула лайăхлатса йĕркелесе, дренажлă тытăмпа газон хывса реконструкци тумалла.
Праçник кунĕсенче мĕнле ĕçлени çинчен надзор, васкавлă тата авари службисен ертÿçисем каласа панă.
Вăраха ямасăр пурнăçламалли тĕп задачăсен шутĕнче çавăн пекех – урамсене çутатасси, ялсенчи пур урама та, çулсемпе тротуарсене юртан вăхăтра тата лайăх тасатса тăрасси, çĕнĕ инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕртессипе проектпа смета документацийĕ туса хатĕрлессине хăвăртлатасси, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне хатĕрленсе суйлав участокĕсемпе участоксенчи суйлав комиссийĕсем йĕркелессипе организациллĕ мероприятисем туса ирттересси.
Анлă ларура район аталанăвĕпе çыхăннă ытти актуаллă ыйтусене те сÿтсе явнă. (О.Ломоносов)


11 января 2012
10:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter