Вăрнар районĕ: район малашлăхĕшĕн пĕрлешсе ĕçлесчĕ

Сисмерĕмĕр те – тата тепĕр çулпа сыв пуллашрăмăр. Вăл тĕрлĕ событисемпе асра юлчĕ. Умра – ырă шанăçсемпе тулнă тата пысăк ĕçсем ыйтакан 2012 çул. Район умĕнче мĕнлерех çивĕч ыйтусем тăраççĕ-ха; Кун пирки Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем умĕн район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕпе Леонид Григорьевич НИКОЛАЕВПА калаçрăмăр.

– Леонид Григорьевич, район аталанăвне пырса тивекен ыйтусем сахал мар, малашлăх сăнне мĕнлерех куратăр эсир;

– Тĕрĕсех палăртрăр, ыйтусем сахал мар. Вĕсенчен чи çивĕччи, пĕлтерĕшлĕреххи тата халăха нумай çул пăшăрхантараканни – Вăрнар поселокĕнче тата районта пурăнакансене ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси. «Таса шыв» федераллă программăпа килĕшÿллĕн 2005 çулта Кĕçĕн Çавал çинче пысăк объект строительстви пуçланнă. Паянхи куна пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçланă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, ĕçе ку таранччен вĕçлеме тĕнчене кисретнĕ укçа-тенкĕ кризисĕ вăйлах ура хучĕ. Юлашки икĕ çулта йывăрлăхран тухрăмăр темелле, çавна май строительство ĕçĕсене те хăвăртлатма май килнĕ. Виçĕм çул плотинана туса пĕтернĕ, вăл проект палли чухлĕ тулнă. Водовод пăрăхĕсене поселок патне туртса çитернĕ. Хальхи вăхăтра кунта шыв тасатмалли сооруженисен станцийĕн строительстви хĕрÿ пырать. Çак масштаблă проект пахалăхлă таса шывпа тивĕçтернисĕр пуçне промышленноçа аталантарма, районăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерме май парĕ. Шыв хранилищине Республика кунĕ тĕлне хута ямалла.

Палăртнă иккĕмĕш пысăк ĕç вăл – хутăш препаратсен заводĕнчен ăшă илсе тăрассине пăрахăçласси. Çак ĕçе эпир хутса ăшăтмалли çитес тапхăрччен вĕçлесшĕн. Çавна май 2-мĕш тата 3-мĕш котельнăйсене модернизацилеме тивĕ.

Экономика кăтартăвĕсене чакарас марри те – тĕп ыйтусен шутĕнче. Малашлăхшăн пĕрлешсе ĕçлени, лартнă тĕллевсене çирĕп пурнăçлани, пĕрлехи задачăсене харпăр хăйĕнни пек йышăнни аталану çулĕ çинче çирĕп тăма май парать. Çак кунсенче районти предприяти ертÿçисемпе тĕл пултăм, вĕсем производство калăпăшне тытса пыма тата ÿстерме шантарчĕç. Пирĕн ертсе пыракан предприятисем пур – «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, юлашки вăхăтра хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ аталану çулĕ çине тăчĕ, ытти чылай коллектив кал-кал ĕçлесе пырать.

Производство планĕсене пурнăçлани уйрăм предприяти аталанăвĕпе кăна çыхăнман, вăл районти мĕн пур çыннăн пурлăх ырлăхне çирĕплетет.

– Юлашки икĕ çулта çанталăк çĕр ĕçченĕсен чăтăмлăхне тĕрĕслерĕ тейĕн: виçĕм çул шăрăх, пĕлтĕр çумăрлă çанталăк тăчĕ. Çапах та хуçалăхсем йывăрлăхсене пăхмасăр тупăш çăл куçне ÿстерме талпăнаççĕ. Ку сферăна аталантарма 2012 çула мĕнлерех тĕллевсем палăртнă;

– Чăн та, ял хуçалăхĕнче çивĕч ыйтусем сахал мар. Иртнĕ çул тыр-пул аван çитĕнчĕ, анчах та ун хакĕ çав тери йÿнĕ пулчĕ. Пăшăрханмалли тепĕр пулăм – йĕпе çанталăка пула çĕр ĕçченĕсем иккĕмĕш çăкăра тупăшлă вырнаçтараймарĕç. Хакĕ çукки те хресчене пăшăрхантарчĕ. Эпĕ хăш хуçалăхра сутлăх мĕн чухлĕ çĕр улми пуррине шута илме хушрăм. Çимелли çĕр улми сутлăх валли пĕтĕмпе 5150 тонна пур. Майсем шырамалла. Туса илнĕ продукцие вырнаçтараймасан пирĕн пĕтĕм ĕç харама каять.

Хуçалăхсене илес пулсан, паянхи куна пирĕн «Родник» тата «Кольцовка» агрофирмăсенче лару-тăру йывăр. Усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе тимлесе ĕçлемелле, ялсенче пĕчĕк предприятисене аталантармалла.

Ялсенче ĕçлес текен çынсем пур. Вĕсем ытларах çамрăксем пулни савăнтарать. Кунашкаллисене вăй илсе кайма патшалăх пулăшма май тупни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Кăçалтан акă çемье фермисене аталантарас тата фермер ĕçĕпе пуçласа ĕçлеме тытăнакансене пулăшас тĕлĕшпе республикăра тĕллевлĕ программăсем йышăннă. Вĕсемпе килĕшÿллĕн чăннипех ĕçлес текенсем грант тата субсиди мелĕпе патшалăх пулăшăвне тивĕçĕç.

Районта ку енĕпе кăтартуллă ĕçлекенсем чылай: Кĕçĕн Кипек тăрăхĕнчен – Сергеевсем, Вăрманкасран – Волковсем, Пăртасран – Лукинсемпе Антоновсем, Ершепуçĕнчен Фадеевсем тата ыт.те.

– Район çыннисем темиçе çул Вăрнарта бассейн пулать текен шанăçпа пурăнчĕç. Халĕ вара «Единая Россия» парти шантарнăран район центрĕнче Пăр керменĕ çĕкленесси пирки ĕмĕтленеççĕ. Строительство ĕçĕсене чăннипех планланă-и;

– Тĕрĕс, «Единая Россия» проекчĕпе Вăрнарта Пăр керменĕ тума палăртнă. Ку проект республикăн спорт министерстви урлă пурнăçланать, вăл экспертиза витĕр тухнă. Министерство подрядчиксем тĕлĕшпе конкурс е аукцион ирттерсен строительство ĕçĕсене пуçăнăпăр.

Бассейн пирки чăнахах та вăрнарсем питĕ пăшăрханаççĕ. Ун строительствине 2013 çула куçарнă. Проекчĕ пур, вăл экспертиза витĕр тухнă.

– Китай календарĕпе 2012 çул – Хура Шыв Аçтахин çулĕ. Çăмăл мар, анчах интереслĕ çул. Ăнăçу йывăрлăхсене пăхмасăр тĕллевсем патне туртăнакан ĕçчен, творчествăлла çынсемшĕн çул юлташĕ пулĕ. Çĕнĕ çул ячĕпе ентешсене мĕн суннă пулăттăр;

– Шанатăп, ăнăçу пирĕн районшăн шанчăклă юлташ пулĕ. Ĕçлес текен çын яланах майне тупать, ĕçлес теменни, наянни, яланах сăлтав шырать. Çемьере, ялсенче çынсем пурте ĕçлĕ пулччăр. Ĕç пурнăç илемĕ-çке! Вĕсен хăтлă пурăнма яланах укçа-тенкĕ çитсе пытăр. Ялсем аталанччăр, вĕсем çĕнĕрен те çĕнĕ çуртсемпе çĕнелччĕр.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине манас марччĕ. Спортпа туслă пулма сĕнетĕп. Çав вăхăтрах каникул вăхăтĕнче районта иртекен спорт мероприятийĕсене активлă хутшăнма ыйтатăп.

Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей, тату пурнăç сунатăп! Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе!

(C. Чикмякова)



11 января 2012
11:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter