Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «РусГидро» АУО правленийĕн председателĕпе Евгений Додпа тĕл пулнă

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «РусГидро» АУО правленийĕн председателĕпе Евгений Додпа тĕл пулнă, республикăри предприятисем энергокомпанипе çыхăну тытса ĕçлес ыйтусене сÿтсе явнă.Чăваш Енре организацисем ГЭСсен технологи управленийĕн тытăмне çĕнетес ĕçе хастар хутшăнаççĕ, «РусГидропа» алла-аллăн ĕçлеççĕ. Евгений Дод çак ĕç кăтартăвĕсене пысăка хурса хакланă. Вăл модернизаци программипе çыхăннă саккассен калăпăшĕ пысăкланнине, Чăваш Енре энергоэффективлăх центрĕ уçăлнине, Шупашкар ГЭСне çĕнетмелли программа пурнăçланнине палăртнă: «Эпир пĕрле пурнăçлакан ĕçсен тĕллевĕ - республикăри пурнăç пахалăхне лайăхлатасси». Вăл пĕлтернĕ тăрăх 2012 çулта компани Чăваш Енри предприятисене паракан саккассен хакĕ 8,5 млрд тенкĕрен иртмелле. Унсăр пуçне «РусГидро» республикăна çĕнĕ проектсене хутшăнмашкăн сĕнме те хатĕр. Михаил Игнатьев та 2011 çул кăтартăвĕсемпе кăмăллине палăртнă: пирĕн компанисем «РусГидро» валли 1,5 млрд тенкĕлĕх продукци ăсатнă. «Çапах 2012 çул тата ăнăçлăрах пулмалла, - тенĕ Михаил Васильевич. - Пирĕн республика тивĕçлипех электротехника промышленноçĕпе реле хÿтлĕхĕн центрĕ шутланать. Чăваш Енри предприятисем тĕнче шайĕнчи брендсемпе пахалăх тата хаксем тĕлĕшпе тупăшма пултаракан продукци кăлараççĕ». Тĕл пулура Шупашкар ГЭСне çĕнетессине малалла тăсмалли проекта тишкернĕ. Евгений Дод гидроузела реконструкцилеме 2012 çул валли «РусГидро» инвестпрограммипе килĕшÿллĕн 1 млрд тенкĕрен кая мар уйăрма пăхнине палăртнă: «Эппин, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем, республика экономикине хывакан хушма инвестицисем пулĕç, çакă халăх пурнăçне лайăхлатма май парĕ». Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçтешлĕхшĕн тав туса çыхăнусене малалла анлăлатма хатĕрри çинчен каланă, Евгений Дода Чăваш Ене килсе курма чĕннĕ. ("Хыпар" хаçатран)



11 января 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter