Шăмăршă районĕ: Библиотекăсене – Ильбековсен парни

Çак кунсенче Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекине Шупашкартан тĕрлĕ кĕнекесен комплекчĕсене – пурĕ 400ре яхăн издани – ярса панă.

– Ку вăл – Ильбековсен парни, – терĕ район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ Алина Ларшникова. – Çак кĕнекесем халĕччен хамăрăн чаплă ентешĕмĕрĕн – Чăваш халăх писателĕн Илпек Микулайĕн тата унăн мăшăрĕн – Вера Федоровнăн – хваттерĕнче упраннă. Вĕсем пурнăç тăршшĕпех хăйсен çемье библиотекине паха содержаниллĕ тĕрлĕ кĕнекесемпе пуянлатса пынă. Вырăс тата ют патшалăхсен литературисен классикĕсен нумай томлă кĕнекисене, ытти изданисене Илпек Микулайĕн ывăлĕ – Аркадий Николаевич тата унăн мăшăрĕ – Александра Ивановна парнеленĕ. Кĕнекесене ял поселенийĕсен библиотекисене валеçсе парăпăр. Ыркăмăллăх кăтартнăшăн, района сумлă парне парса хисепленĕшĕн Ильбековсене ăшшăн тав тăватпăр, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Район администрацийĕ ячĕпе тав туса вĕсене çыру ятăмăр.

Кунта çакна та палăртмалла. Аркадий Николаевич (1948 çулта çуралнă) пенсие тухичченех инженер-механикра ĕçленĕ. Мăшăрĕ – Александра Ивановна – художница. Вăл тивĕçлĕ канăва кайичченех республикăри халăх пултарулăх çуртĕнчи пир ăсталăхĕн лабораторийĕнче методистра тата заведующире тăрăшнă. А.И. Ильбекова – "Слово о ткачестве" кĕнеке авторĕ. Халĕ "Повесть о коврах" кĕнеке çырать. Кунсăр пуçне вăл Илпек пурнăçĕпе творчествине анлăн çутатакан кĕнеке те çырма ĕмĕтленет. Халĕ кун валли материалсем пуçтарать.



11 января 2012
15:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter