Спортпа туслă çемьесен ăмăртăвĕ

РФ Спорт министерстви Çĕнĕ çул уявĕ хыççăнхи кану кунĕсенче Пĕтĕм Раççейре спортпа сывлăх вунă кунлăхне ирттерме палăртнă. Çакна шута илсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан çемьесен хушшинче ăмăрту йĕркелеме йышăннă. Кăрлач уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарти йĕлтĕр бази çывăхĕнчи трасса çине темиçе çĕр çын тухрĕ.

Спорт мероприятине Михаил Игнатьев уçрĕ. «Раççейри политика, çав шутра Чăваш Енри те, - çĕр-шывра пурăнакан кашни çынна çирĕп кăмăллă пулма çул уçса пырасси. Иккĕленместĕп: паянхи ăмăрту та чылайăшне хăйĕн çитĕнĕвĕпе мăнаçланма май парĕ, хаваслă кăмăл парнелĕ. Чи-чи вăйлисем вара çĕнтерĕç», - терĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче. Журналистсем Михаил Васильевича хăйĕн мăшăрĕпе тата ывăлĕпе пĕрле старта тухас умĕн те тĕрлĕ ыйту пачĕç. Вĕсене Чăваш Енри спорт аталанăвĕ, республика Пуçлăхĕ, унăн çывăх çыннисем йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллани интереслентерчĕç. «Пирĕн тăрăхра çемье спорчĕ вăй илни савăнтарать. Кил хуçи кăна мар, арăмĕ те, ачисем те йĕлтĕр сырса вăрмана васкаççĕ, тупăшусене хутшăнса хăйсен çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтереççĕ», - хуравларĕ черетлĕ ыйтăва Михаил Игнатьев.

Республика Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ăмăртура 32 çемье тупăшрĕ. 10 çул тултарман пепкеллĕ мăшăрсен йышĕнче Шупашкарта пурăнакан Ишуткинсемпе танлашакан пулмарĕ. 15 çула çитмен ачаллисен хушшинче Красноармейски районĕнчи Кусковсем финиша чи малтан çитрĕç. Икĕ ачаллă çемьесенчен Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Дадюковсем палăрчĕç. Вĕсене тата 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсем йышăннă çемьесене республика Пуçлăхĕн парнисемпе хавхалантарчĕç. Мускав облаçĕнчен çитнĕ Тихоновсем вара ятарлă парнене тивĕçрĕç.

Палăртма кăмăллă: сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан мăшăрсенчен чылайăшĕшĕн спорт - чун киленĕçĕ, вĕсем тĕрлĕ ĕçре вăй хураççĕ, çапах вăхăт тупса хĕлле йĕлтĕрпе ярăнаççĕ, çулла чупаççĕ.

Çемье ăмăртăвĕ вĕçленсен старта арçынсемпе хĕрарăмсем тухрĕç. 40 çул тултарман арсенчен Константин Львова çитекен пулмарĕ, çак ÿсĕмрен иртнисен йышĕнче Владислав Васильев çĕнтерчĕ. 40-е çитмен хĕрарăмсен хушшинче Анастасия Гришина мала тухрĕ, аслăраххисенчен вара Линда Яковлева палăрчĕ.

Михаил Игнатьев малашне те çакнашкал тупăшусем ирттерессине пĕлтерчĕ, апла тăк сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан мăшăрсен йышĕ те ÿсĕ. (Д.Моисеев)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
11 января 2012
10:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter