Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев прокуратура ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

               Чăваш Республикин прокуратурин хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп! Право сыхлавĕн çирĕп тĕрекĕ пулнă май, прокуратура ĕçченĕсем граждансен прависене хÿтĕлес ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ, патшалăх интересĕсене шанчăклăн сыхлаççĕ. Терроризмпа, экстремистла пулăмсемпе, коррупци сулăмĕллĕ преступленисемпе кĕрешессине координацилесси – çакă прокуратурăн пысăк калăпăшлă тата содержанийĕ тĕлĕшĕнчен питех те кăткăс ĕçĕ-хĕлĕ. Тивĕçе туйни, пысăк яваплăхлă пулни, тÿрĕлĕх тата принциплăх прокуратура ĕçченĕсен улшăнми лайăх енĕсем шутланаççĕ. Прокурор тивĕçĕ сире çирĕп дисциплинăллă, питех те тÿсĕмлĕ пулма, пулăмсене тĕрлĕ енчен тишкерсе хак пама тата професси ăсталăхне тăтăшах ÿстерме хистет. Эсир хăвăрăн служба тивĕçĕсене чыслăн тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатăр. Республика прокуратури саккунлăхпа йĕркелĕхе çирĕплетес, хăрушсăрлăха тивĕçтерес, çыннăн тата гражданинăн прависемпе ирĕклĕхĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе тытăмлăн ĕçлет. Саккун хуралĕнче тăнă май, эсир хăвăр суйласа илнĕ ĕçе малалла та чыслăн пурнăçласа пырасса, власть ят-сумне çирĕплетме пулăшасса тата профессин чи кăткăс тĕллевĕсене те пурнăçлама пултарасса шанса тăратăп! Прокуратурăн мĕн пур ĕçченĕпе ветеранне çирĕп сывлăх, çемьере телей тата малашнехи çитĕнÿсем сунатăп!

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                                                                                         М.Игнатьев.



12 января 2012
09:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter