Виталий Мутко: "Чăваш Енре спорта аталантарас, спортсменсене професси енĕпе хатĕрлес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ"

Çак кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Мускавра ĕçлĕ çул-çӳревпе пулнă. Раççей Федерацийĕн спорт министрĕпе  Виталий Муткопа тĕл пулса калаçнă. Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисене ирттересси пирки сăмах пуçарнă. Тĕл пулура сÿтсе явнă тепĕр тема - Чăваш Енри спорт сооруженийĕсен строительствине инвестицисем хывасси. Республика федерацин 2006-2015 çулсенче физкультурăпа спорта аталантармалли тĕллевлĕ программине хастар хутшăннине палăртнă. Çавна май 2011 çулта пысăк проектсем пуçарнă, вĕсемпе 2012 çулта малалла ĕçлеççĕ. Çавăн пекех республикăра маунтинбайк тата биатлон енĕпе Олимп хатĕрленĕвĕн регионти центрĕсене тăвас ыйтупа та калаçнă. Тĕл пулура Шупашкарта 7,5 пин вырăнлăх Пăр кермен тăвассипе çыхăннă ĕçсене те сÿтсе явнă. Халĕ унта пăр аренин, тĕп аренăн, тренировка уйĕн свайĕсене çапса пĕтернĕ, кĕçех катокăн металл конструкцийĕсен монтажне пуçламалла. Михаил Игнатьев кăçалхи раштавра объектăн пĕрремĕш черетне хута яма шантарнă, малалли ĕçе планпа килĕшÿллĕн пурнăçлĕç. Тĕл пулура Пăр кермен строительстви валли 2012 çулта укçа уйăрас ыйтăва татса панă. Çавăн пекех республикăра Раççей шайĕнчи ăмăртусене ирттересси пирки те сăмах пулнă. Кăçал республика сахалтан та сумлă 8 ăмăртăва йышăнĕ, ăнчĕ тĕк - 12 таранах. Чи пĕлтерĕшлисем - çĕр-шывăн çăмăл атлетика, велоспорт-маунтинбайк чемпионачĕсем, вĕсенче çĕр-шывăн Олимп вăййисене хутшăнакан пĕрлештернĕ командисем калăпланĕç. «2011 çула ăнăçлă вĕçлерĕмĕр, - тенĕ Михаил Игнатьев тĕл пулура. - 2012 çула та спорт мероприятийĕнчен пуçларăмăр - Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнисемшĕн йĕлтĕрçĕсем тупăшрĕç. Унта 200 ытла çемье хутшăнчĕ». Министр республикăра юлашки çулсенче спорта аталантарас, спортсменсене професси енĕпе хатĕрлес тĕлĕшпе пысăк ĕç тунине палăртнă: 22 ФОК хута янă, нумай çынна йышăнма пултаракан спорт сооруженийĕсен шучĕ ÿссе пырать, спортпа туслисен йышĕпе эпир çĕр-шывра малтисен ретĕнче. «Эпир пĕрлехи ĕçпе кăмăллă, сирĕнпе пĕрле малалла ăнтăлма, 2012 тата 2013 çулсенче алла-аллăн ĕçлес ыйтусене сÿтсе явма хатĕр», - тенĕ Виталий Мутко. «Чăваш Енре спорт яланах тĕп вырăнта» пулнине палăртса вăл Михаил Игнатьева Раççей Спортминĕн ятран паракан сехетне парнеленĕ. 



13 января 2012
15:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter