Вăрнар районĕ: Ылтăн туй. Пĕр-пĕрне ăнланса, шанса...

Этем ĕмĕрĕ вăрăм, кашниех ăна тĕрлĕрен, хăйĕн çулĕпе пурăнса ирттерет. Телейĕ-савăнăçĕ те хавхаланса пурăнма вăй-хăват парса тăрать, хуйхи-суйхине, йывăрлăхсене те темшĕн çителĕклех чăтса ирттерме тивет. Темле пулсан та малаллах талпăнать этем: вĕренсе ÿсĕмлĕ пулма, çĕршыва усă кÿме ĕмĕтленет,, кил-çурт лартать, çемье çавăрать ача-пăча çуратса ÿстерет, ватлăхра мăнуксемпе йăпанса пурăнасса шанать...

Çакăн пек çутă ĕмĕт-тĕллевпе пурăнакансем, тÿрĕ çултан пăрăнманнисем, ачисене ăс-тăн, воспитани парса ÿстерекенсем, юратнă ĕçре ырми-канми тăрăшакансем чăннипех ят-сума, хисепе тивĕçлĕ. Çăлкас Кăкшăмра пурăнакан Римма Арсентьевнапа Эммануил Сергеевич Ластухинсене акă тĕслĕх вырăнне илес килет. Вĕсене ялти чи хисеплĕ мăшăрсенчен пĕри тесен те йăнăш пулмĕ. Мĕн ачаран ас тăватăп - питĕ тăрăшуллăскерсем, ĕçшĕн чунтан çунакансем. Ял-йышра пысăк хисепре, вĕсем çинчен япăххи, ырă маррине каланине нихăçан та илтмен. Ĕмĕр тăршшĕпех тăван тăрăхра вăй хурса ял аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Тĕрĕссипе, чăн-чăн çĕр ĕçченĕсем, паянхи кун та ял хуçалăхри йывăрлăхсемшĕн пăшăрханаççĕ.

Ял хуçалăх ĕçĕ хресчене кунĕн-çĕрĕн пилĕк авса ĕçлеме хистет, килти хушма хуçалăха тытма та çăмăл мар, апла пулин те Ластухинсем пилĕк ача ÿстерсе ура çине тăратнă, вĕсене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларма пултарнă. Пĕр-пĕрин хушшинчи килĕшÿлĕх, ăнланма-шанма пĕлни çемье тĕреклĕхĕн никĕсĕ пулса тăнă, 50 çул пĕрле тату пурăнма вăй-хăват панă. Çак кунсенче хисеплĕ мăшăр сумлă уява - ылтăн туя - паллă тăвать. Вĕсенчен мар-и тĕслĕх илмелле паянхи çамрăксен; Хăйсен сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, çемье ăшшине тытса пыма пĕлнипе ырă ят çĕнсе илнĕ Эммануил Сергеевичпа Римма Арсентьевна.

Ачалăхĕ вăрçă вăхăтне, ун хыççăнхи йывăр çулсене лекнĕрен нуши-тертне чăтса ирттермесĕр пулман ĕнтĕ, иккĕшĕ те çамрăклах колхоз ĕçне кÿленнĕ. Эммануил Сергеевич 1933 çулта Хурăн Кăкшăм ялĕнче çуралнă, шкулта 7 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тÿрех колхозра аслисемпе тан тăрăшнă, тĕрлĕ ĕçе пурнăçланă. Каярахпа пĕр вăхăт çĕршывăн тĕп хулинче вăй хунă, Совет Çарĕнчен службăран таврăнсан Красноярск тăрăхĕнчи ача çуртĕнче те тимленĕ. Çамрăка пурпĕрех тăван ен хăйĕн патнех туртнă, инçетрен таврăнсан Эммануил Сергеевич электромонтажникре тÿрĕ кăмăлпа тимленĕ, клуб заведующинче те хастар ĕçленĕ. Çапах та унăн пурнăçĕ, тĕпрен илсен, ял хуçалăхĕпе уйрăлми çыхăннă. Вăл çирĕм çул майлă тăван колхозра зоотехникра, выльăх-чĕрлĕх фермин заведующийĕнче ĕçлесе ÿсĕмсемпе палăрнă. Ун чухне колхоз сĕт тата аш-пăш илессипе малтисенчен пĕри пулнинче Эммануил Ластухинăн тÿпи пысăк.      

Совет Парти шкулĕнче пĕлÿ пухнă хыççăн Эммануил Сергеевича партин райкомитечĕн орг пайĕнче инструктор должноçне шанаççĕ. Çавăн пекех вăл икĕ созыв вăхăчĕпе Малти Ишек Ял канашĕн ĕçне ертсе пырать. Тĕрлĕ вăхăтра вăл Патшалăх страхлав пайĕн пуçлăхĕнче, тĕп экономистра, кадрсен пайĕн пуçлăхĕнче те вăй хунă. Нумай çулхи пархатарлă ĕçшĕн ăна В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа кăларнă медальпе чысланă.

Унăн мăшăрĕ 1939 çулта Кивьял Нурăс ялĕнче çуралса ÿснĕскер, çамрăк хĕр шкулта 8 класс вĕренсе тухнă хыççăн колхозра ĕçлеме тытăннă. 1962 çултанпа дояркăра тимлесе сĕт суса илессипе районта яланах малтисен йышĕнче пулнă. 1972 çултан пуçласа паянхи кунчченех - выльăх-чĕрлĕх пĕтĕлентерекен осеменатор. Хăй вăхăтĕнче вăл пăрусем илессипе республикăра иккĕмĕш вырăн йышăнса район ят-сумне çĕкленĕ. Унăн сăнĕ Хисеп хăми çинчен кайман, «Хисеп палли» ордена та тивĕçнĕ. Хастар, ÿсĕмлĕ ĕçлекен, сăпайлă Римма Арсентьевнăна ял çыннисем депутатсен районти Пухăвĕн депутатне икĕ созывпа суйланă.

Алă усса ларма хăнăхманскерсем, халĕ 70 урлă каçнă пулин те Ластухинсем кил карти тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ĕни-вăкăрĕ, сысни, чăххи-хурĕсем - ахаль ларма пачах та вăхăт çук.

1962 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче пĕрлешсе «пĕр çулпа утма» пуçланă мăшăрăн паян пысăк та килĕшÿллĕ çемье: виçĕ ывăлпа икĕ хĕр, 16 мăнук, тăватă кĕçĕн мăнук. Мул-пуянлăх мар, ачисем пулăшса пыни, мăнукĕсен юратăвĕ - чăн-чăн телей ватăсемшĕн. Вĕсен йăх-ăратне тăсакансем çемье чысне çÿлте тытса пынишĕн, ята ÿкерменшĕн савăнса пурăнаççĕ. Ывăлĕ-хĕрĕсем те Ластухинсен, ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхне никĕсе хывса, ĕçре те маттур, çын хушшинче те хисепре. Хĕрĕсенчен, акă, Ираида Мускавра пурăнать, Эмма районтах тĕпленнĕ - Вăрнар райповĕнче 1982 çултанпа ĕçлет. Ывăлĕ Володя çар училищине пĕтернĕ, халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ: Слава Чăваш ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ илнĕ, «Знамя труда» колхозра тĕп инженерта вăй хучĕ. Тăхăр çул Çăлкас Кăкшăм ял администрацийĕн ĕç-хĕлне йĕркелесе ертсе пычĕ, халĕ - Малти Ишек ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ. Ластухинсен кĕçĕн ывăлĕ Женя Хусанти ветеринари институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, Удмурт республикинче пурăнать, чылай çул выльăх-чĕрлĕхе сиплессипе ĕçлет.

Вĕсем пурте, йышлă тăванĕсем Эммануил Сергеевичпа Римма Арсентьевана ылтăн туй ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлаççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса, упраса вăрăм ĕмĕр пурăнма иксĕлми вăй-хал, юман пек çирĕп сывлăх, тивлетлĕ кун-çул суннаççĕ, çуратса ÿстернĕшĕн, вĕрентсе, ăс парса çын тунăшăн, мăшăрлантарса телей пилленĕшĕн пуçа тайса тав тăваççĕ.



13 января 2012
15:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter