Вăрмар районĕ: Президент стипендиачĕсем

ЧР Президенчĕн 2002 çулхи мартăн 6-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвне парассине вăйлатасси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн çамрăксемпе студентсене творчествăра, вĕренÿре, тĕпчев ĕçĕнче, наукăра, спортра, обществăлла ĕçсенче пысăк ÿсĕмсем тунăшăн кашни çулах ятарлă стипенди параççĕ. Кăçал ăна пирĕн районти Д.Белов, Н.Иванов (А.Ф.Федоров ячĕллĕ Ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕсем), М.Кузьмина (Çĕнĕ Кавалти клуб заведующийĕ), А.Александрова, Т.Петрова (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем), И.Иванов («Иванов Владимир Анатольевич» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи механизатор), Д.Ковалев («Чувашия» патшалăх телерадиокомпанин корреспонденчĕ) тивĕçрĕç. Асăннă стипендие - вăл 1830 тенкĕпе танлашать - вĕсем 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен илсе тăрĕç.



13 января 2012
09:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter