Вăрмар районĕ: çурт-йĕр çавăрма - çĕр участокĕ

«Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр пайĕпе тивĕçтересси çинчен» саккунпа тата Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 2011 çулхи майăн 26-мĕшĕнчи 64-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене çĕр участокĕпе яланлăха тивĕçтерес енĕпе сертификат панă. Ăна пирĕн районти Кирилловсен, Ивановсен, Хованскисен, Михайловсен, Титовсен, Кузнецовсен çемйисем тивĕçнĕ. Константин Владимирович асăннă çемьесене Çĕнĕ çул ячĕпе, хаклă документ илнĕ ятпа саламланă, çемьере тату пурнăç, çирĕп сывлăх, çутă малашлăх суннă.



13 января 2012
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter