Михаил Игнатьев Палестина Патшалăхĕн Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Фаед Мустафа господинпа тĕл пулнă

Кăрлачăн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Палестина Патшалăхĕн Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Фаед Мустафа господинпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче промышленноçра, вĕренÿре тата культурăра çыхăну тытас ыйтусене сÿтсе явнă. Фаед Мустафа йăлана кĕнĕ йĕркепе 2008 çултан пуçласа Палестина Президенчĕ Раççей тĕп хулинче Мускавра тата çĕр-шывăн пĕр регионĕнче пулнине палăртнă. Кăçал вăл Чăваш Республикине килме тĕллев тытнă, çывăх вăхăтрах Шупашкара çитĕ. «Эпĕ Чăваш Ене пĕлетĕп. Вăл пысăках мар пулин те унăн ăнăçăвĕ пурне те паллă. Çавăнпа эпир Чăваш Республикине суйласа илтĕмĕр. Чăваш тăрăхĕ - çĕр-шывра ăнăçлă аталанакан республикăсенчен пĕри, пирĕнпе Раççей Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерстви те килĕшрĕ. Палестина Президенчĕн визичĕ экономика çыхăнăвĕсем йĕркелемелли майсене уçать». Чăваш Ен Пуçлăхĕ икĕ еншĕн те усăллă çыхăну, халăхсен туслăхĕ регион экономикин аталанăвĕшĕн анлă çул уçасса палăртнă. Республикăра бизнеса аталантарма условисем йĕркелеççĕ, тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿреççĕ. Çав кунах Посол Чăваш Енри вĕренÿ, культура тата промышленноç объекчĕсенче пулнă.



15 января 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter