Элĕк районĕ: кредит - пысăк тĕрев

Ял çынни çĕрпе тухăçлă усă курсан çеç ытлă-çитлĕ пурăнма май пуррине пĕлет. Техника туянма вăй çитернисем вун-вун гектар таранах сухалама-акма пикенчĕç, фермерсем пулса тăчĕç. Темиçе гектарлисем уйрăм çын хуçалăхĕсен шутне кĕчĕç. Паха вăрлăх, минераллă удобрени, техника туянма пурин те вăй çитмест. Çавăнпа патшалăхран пулăшу ыйтма, кредитсем илме тытăнчĕç те.

2011 çулта Элĕк районĕнчи 663 çемье çăмăллăх кредичĕпе усă курнă, банкран 100329 пин тенкĕ илнĕ. Элĕк, Крымсарайккă, Тени ял тăрăхĕсенче пурăнакансем кредитпа ытларах усă курнă. Вĕсем ял хуçалăх техники, выльăх-чĕрлĕх туяннă, вите тунă е тĕпрен юсанă.

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланăранпа районта 2761 çемье кредит илнĕ.

Мĕнех калăн, ял хуçалăх таварĕ туса илес ĕçре уйрăм çын хуçалăхĕн тÿпи пысăк. Продукци калăпăшĕ, ĕç тухăçлăхĕ ÿсет.



16 января 2012
11:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter