Патăрьел районĕ: Сăкăт шкулĕнче сывлăх кунĕ иртрĕ

"Хаваслă старт" чăнахах та хаваслă иккен, мĕншĕн тесен  спортзал паян ян та ян, кĕçĕн класра вĕренекен ачасен сассисемпе пуян. Муллина Г.И. аслă вожатăй ертсе пынипе 1-4 классенче вĕренекенсем кунта тĕрлĕ спорт вăййисем вылярĕç, конкурссене, ăмăртусене хаваспах хутшăнчĕç.  "Сиам йĕкĕрешĕсем", "Жонглёр", Асамлă мечĕк" вăйăсене ирттерме Вазюкова О.(11 класра вĕренекен), Карикова К., Сандыркина Т., Лаврентьева К. тата Пидюкова О. (10 класра вĕренекенсем) пулăшрĕç.

5-9 классем хушшинче мини- футболла выляссипе ăмăрту пулса иртрĕ шкулта. Арçын ачасем çеç мар, хĕр ачасем те сăран мечĕк хыççăн хĕрсе кайсах чупрĕç, пĕри те тепри хирĕçлисен хапхине гол кĕртессишĕн тăрăшрĕ. Хĕр ачасен командисем хушшинче пĕрремĕш вырăна 8 классем, иккĕмĕш вырăна- 6 классем, виççĕмĕшне вара 7 тата 5 классем йышăнчĕç.

Арçын ачасем икĕ ушкăна пайланса вылярĕç. Пĕрремĕшĕнче малти вырăна 7 классем, иккĕмĕшне- 5 классем, виççĕмĕшне- 6 классем йышăнчĕç.Тепĕр ушкăнра 9-мĕшсем çĕнтерчĕç, 8"б" - иккĕмĕш, 8"а" - виççĕмĕш.

Ачасем аван канчĕç. Сывлăх кунĕ пурне те килĕшрĕ.



16 января 2012
09:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter