Канаш районĕ: П. Хусанкая халалланă фестиваль

Чăваш халăх поэчĕ П.П.Хусанкай çуралнăранпа 105 çул çывхарнă май шкул ачисене паллă сăвăç пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе кăсăклантарас, чăваш литературипе шкул тулашĕнчи ĕçсене вăйлатас тата пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче Вырăскас Пикшихри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта район шкул ачисен «Чĕлхемпеле чăваш пулатăп» фестивалĕ иртрĕ. Фестивале 5-11 классенче вĕренекен 149 ача хутшăнчĕ. Тĕрлĕ шкулсенчен килнĕ 14 ушкăн (команда) «Чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ» вăйă конкурсра Петĕр Хусанкая халалланă «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» паллаштару (визитка) ирттерчĕ, куракансене сăвă-юрăпа, ташă-кĕвĕпе савăнтарчĕ. Сцена çинчен ансан ачасем «Петĕр Хусанкай пурнăçĕпе пултарулăхĕ» викторинăна васкарĕç, хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç. Çав вăхăтрах 7-11 классенче вĕренекенсем валли «Асамлă сăрă» ÿнер ăсталăхĕн конкурсĕ пулса иртрĕ. Конкурс пуçламăшĕнче çамрăк ÿкерÿçĕсем поэтăн «Ман çăлтăр» сăввипе паллашрĕç,  сăвва художник куçĕпе курса хаклама вĕренчĕç, икĕ сехет хушшинче ÿкерчĕк хайлама пултарчĕç. Вăйă конкурсра Вырăскас Пикшихри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисен «Аптраман тавраш» ушкăнĕ (икĕ    1-мĕш вырăн), Чакаçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисен «Хастар ăмăрт кайăк» (2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсем), Вăтакас Татмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисен «Аптраман Татмăшсем»  (2-мĕш вырăн), Катекри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисен «Катексем» (3-мĕш вырăн) тата Энтрияльти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисен «Хусанкай мăнукĕсем» (3-мĕш вырăн)  ушкăнĕсем палăрчĕç.

            Ÿнер ăсталăхĕн конкурсĕнче Вăтапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренекен Кристина Осипова чи пултарулли пулчĕ. Марина Кириллова (Вырăскас Пикшихри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, 8-мĕш класс) тата Марина Григорьева (Уçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, 11-мĕш класс) 2-мĕш вырăнсем, Мария Петрова (Ухманти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, 8-мĕш класс) тата Татьяна Павлова (Сиккассинчи  А.И. Миттов ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, 10-мĕш класс) 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.

            Канаш район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕ фестивале хутшăннă ачасене пурне те сертификатсем парса хавхалантарĕ, çĕнтерÿçĕсене дипломсем парса чыслĕ.



16 января 2012
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter