Элĕк районĕ: Çемье çуралать - пурнăç тăсăлать

Туй – чи савăнăçлă та çутă праçник, мĕншĕн тесен унпа пĕрле çĕнĕ çемье çуралать.

2011 çулта 142 мăшăр çемье çавăрнă. Вĕсене пурне те район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче регистрациленĕ. Палăртма кăмăллă, 2010 çулхипе танлаштарсан, 24 çемье ытларах чăмăртаннă. ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 18 çултан пуçласа 24 çула çитиччен пĕрлешме кăмăл тăвакансем нумайрах-мĕн. 252 çын (130 арçынпа 122 хĕрарăм) пĕрремĕш хут пĕрлешнĕ. Икĕ çын ют çĕршыв çыннипе çемье чăмăртанă.

2011 çулта, июль уйăхĕнче, туй ытларах кĕрленĕ. 18 мăшăр хăйсен хутшăнăвĕсене саккунпа килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ



16 января 2012
11:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter