Çĕнĕ оборудовани

ЧР сывлăх сыхлавне 2011-2012 çулсенче модернизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн перинаталь центрĕн клиникăпа диагностика лабораторине Германире туса кăларнă 4 каналлă ROTEM компьютер тромбоэластографĕ кÿрсе килнĕ. Вăл пĕр тест ирттернипех юнăн кĕвелекен мĕн пур тытăмĕн сыпăкне (плазмăна, тромбоцита тата фибринолизпа) хаклама пултарать. Çакăнпа уйрăлса тăрать те ĕнтĕ çĕнĕ оборудовани халиччен усă курнисенчен.



18 января 2012
10:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter